Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2020.08.10 Чăваш халăхĕн йăли-йĕрки Мускавран килнĕ хăнана та тыткăнларĕ

 

 

Чăваш халăхĕн йăли-йĕрки Мускавран килнĕ хăнана та тыткăнларĕ

Чĕлхе таçта та илсе çитерет теççĕ. Ку сăмах  çаврăнăшĕ  каларăшра ахальĕн çÿременни паллă  ĕнтĕ.

Акă нумаях пулмасть Кĕçĕн Таяпари  ял вулавĕшĕнче Светлана Агеева çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Александр Ивановпа, унăн юлташĕпе Антон Родовпа  тĕлпулу йеркелерĕ. Тĕлпулăва ял администрацийĕн тата культура ĕçченĕсем, вĕрентекенсем пуçтарăнчĕç.

Антон, 27 çулта кăна пулсассăн та, хăйĕн çамрăк  çулĕсене кура мар чылай  çулçÿревре пулнă, çĕр чăмăрĕ  çинчи  çĕр  ытла çĕршывра пулса курнă. Анлă тĕнчекурăмлă  яш çичĕ  чĕлхе пĕлет: вĕсен шутĕнчен  голланд, вырăс, акăлчан чĕлхисем тăван чĕлхе шутланаççĕ; хрансус, арап, нимĕç, испан чĕлхисем аслă шкулта пухса, çав çĕршывсенче пурăнса алла илнисен шутĕнче. Вырăс çĕрĕ çинче, тĕрĕсрех каласассăн Волгоград хулинче çуралсассăн, кĕске вăхăтрах пурнăç кустăрмипе кал-кал куснă май, Мускавра пĕр авăк пурăннă хыççăн, çемье Голланд çĕршывĕнчи Маастрихт хулине куçса каять. Ачалăхĕ пирĕн ăстан çак хулара иртет, вунă çул пурăнать, вырăнти шкулта ăс пухать. Аслă шкула кĕме вăхăт çитсен вара Англине куçать, Лондонри тĕп университета (UCL University College London), лингвистика (хрансус-нимĕç-арап-чĕлхисем) енĕпе кĕрет. Вĕренсе алла диплом илнĕ хыççăн, тĕрлĕ çĕршывсенче куçаруçă пулса ĕçлет.  Ĕçрен пушă вăхăтра вара, хăйне чунтан кăмăла каякан çулçÿреве тухса çÿрет, хуласемпе ялсен историне тимлет, ăша хывать.

Александр Юрьевич та чĕлхесем питĕ кăсăк  та илĕртÿллĕ пулнăран, ĕçрен пушă вăхăтра Мускаври калаçу пĕрлешĕвĕсене çÿрет, пурнăç çине хăйĕн пек пĕрешкел пăхакан, тĕрлĕ çĕршывран килнĕ çынсемпе калаçса чунне уçать. Çапла чĕлхеçĕсен пĕр тĕлпулăвĕнче вăл Антонпа паллашса çыхăну тытма пуçлать. Калаçнă май Антон, чăваш тăрăхĕнче пулманни-тÿрех куçкĕрет чуна уçса, хăйне  хăнана йыхравлама ыйтать. Кану кунĕсене пĕрешкел килтерсе, икĕ çамрăк малтан Шупашкар хулинче курса çÿреççĕ, йăла-йĕркепе тата чăваш халăх апат-çимĕçĕсемпе паллашаççĕ. Чăваш халăх çыравçипе,академикĕпе Юхма Мишшипе тĕл пулса пирĕн халăх историйĕ  çинчен чылайччен калаçаççĕ. Хăнана чăваш тумтирĕн хăйне евĕрлĕхĕ, çепĕç калаçăвĕ тыткăнларĕ. Çавăн пекех Антон хулара та, ялта та тирпейлĕ пулнине, чăвашсем хăйсен чĕлхипе мăнаçланнине, унăн историйĕне пĕлнине палăртса хăварчĕ.

Асаннă тĕлпулăва пуçтараннă çынсем хаклă хăнасене тарават пулчĕç, чĕлхесен  вăрттăнлăхĕсем пирки ыйтусем  пачĕç.

 

 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика