Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2019.11.14 «Кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши» литература каçĕ

 

 

«Кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши» литература каçĕ

    Кăçал чăваш сăвăçĕн, чăваш литературин классикĕн Çеçпĕл Мишшин  120 çулхи юбилейĕ. Çеçпĕл Мишши  (Михаил Кузьмич Кузьмин) 1899 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче  хальхи Чăваш Республикин Канаш районне кĕрекен Касаккасси (халĕ Çеçпĕл) ялĕнче çуралнă.  Çеçпĕл Мишши чăваш поэзине пуçласа яракансенчен пĕри, тÿрĕ кăмăллă, вĕри чунлă, кăвар чĕреллĕ çамрăк.                               

   Таяпа Энтринчи ял библиотекинче шкул ачисемпе  мухтавлă сăвăçа хисеплесе  «Кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши»   литература каçĕ ирттертĕмĕр. Ирина Ванюшина библиотекарь Çеçпĕл Мишши çинчен çырнă кĕнекесен выставки хатĕрленĕ. Вăл чăн малтанах поэтăн çăмăлах мар пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ, унăн пултарулăх тапхăрĕсене аса илчĕ. Хăйĕн кĕске ĕмĕрне Çеçпĕл Мишши кĕрешÿре, тăван халăх пурнăçĕ çинчен шухăшласа, кулянса ирттернĕ. Октябрьти революци сăвăçăн пĕтĕм чун-хавалне хускатса, çĕклентерсе янă. Вăл чăваш халăх культурине çĕклессишĕн пĕтĕм вăйне хунă.

   Литература каçĕнче малалла 7-мĕш класра вĕренекенсем Алина Ильина тата Ксения Воробьева Çеçпĕлĕн мăнаçлă сăввисене пăхмасăр каласа пачĕç. Ытти ачасем поэт кĕнекисемпе паллашрĕç. Кĕрешÿçĕ писатель сăнарĕ ачасен асĕнче нумайлăха юлĕ.

 

 

 

 

 

 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика