Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2019.04.25 «Тăван чĕлхе ăшши» литература уявĕ

 

 

«Тăван чĕлхе ăшши» литература уявĕ

Ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче пĕтĕм чăваш халăхĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать.  Çак уяв илемлĕ те янăравлă чăваш чĕлхине- пирĕн халăхăн пысăк та аслă пуянлăхне- амăшĕн сĕчĕпе пĕрле чуна хывнă  мĕн пур çынна пĕрлештерет. Тăван чĕлхене, хамăрăн йах –тымарсене пĕлни иртнипе паянхин  чĕрĕ çыхăнăвне, пуян культурăпа истори еткерне тата авалхи йăласене упраса хăварма май  парать.  «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» - çакăн пек ят панă Кĕçĕн Таяпари библиотекăра ирттернĕ тăван чěлхене халалланă уява. Уяв тĕллевĕ: çамрăк ăрăва тăван чĕлхе пуянлăхĕпе, унăн йали-йĕркисемпе паллаштарасси, тăван чěлхене юратма, хисеплеме вĕрентесси. Вулавăш ертÿçи С.Агеева вулакансене «Асамлă эс,тăван чĕлхе» кĕнеке тишкерĕвĕпе паллаштарчĕ. Иванова А.А. вĕрентекен чăвашсен йăхран-йăха куçса пыракан йăли-йĕркисем тата авалхи тĕрĕ-çĕвĕсем çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Уяв пурне те пысăк савăнăç, çĕкленÿллĕ туйăм парнелерĕ.

Упрар тăван чĕлхемĕре! Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев каланă сăмахсене асра тытар: «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук. Пĕр-пĕр халăха хăй чĕлхине манма хушни çав халăха вилме хушнипе пĕрех». Чăваш чĕлхинче – тăван халăхăмăрăн тĕнчекурăмĕ, кăмăл-сипечĕ, ĕмĕчĕ-шанăçĕ. Пурăнтăр ырă та çепĕç чĕлхемĕр!

 

 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика