Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2017.10.11. Савнă тăван енĕм

Савнă тăван енĕм - сăвăсенче.

 

Паян Таяпа Энтринчи ял вулавăшĕнче вулав каçĕ иртрĕ. Чи малтанах вулавăш ертÿçи Ефремова З.П. Таяпа Энтри ялĕн историйĕпе паллаштарчĕ. Шкулта кĕçĕн класс ачисене вĕрентекен Смирнова А.С. – па вырăс чĕлхипе вĕрентекен Васильева Т.И. ачасемпе тăван чĕлхе, тăван кил, тăван çĕр - шыв пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен тĕплĕн калаçрĕç.

3-мĕш, 5-6-мĕш класс ачисем чăваш поэчĕсем Гордеев Д., Савкай С., Сементер Ю., Тимаков В., Эйзин П. тата ыт.т. çырнă сăввисене пăхмасăр вĕренсе питĕ хитре каласа пачĕç. Сăвăсенче – халăх тăван енĕн кашни кĕтесне чунтан юратни çинчен уçса панă.

Галеева Мария, Алинапа Лилия Ильинасем «Край родной» ятлă юрра вырăсла тата тутар чĕлхипе юрласа кăтартрĕç.

Вулав каçĕ вулавăш ертÿçи пухса хатĕрленĕ «Пирĕн пата хăнана килĕр!» презентацие курнипе вĕçленчĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика