Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2017.03.17. Келпук мучи юптарать

Кĕлпук мучи юптарать.

 

Паян Таяпа Энтри ялĕнчи ял вулавăшĕнче Кĕлпук мучине халалланă юмах каçĕ иртрĕ. Чи малтан вулавăш ертÿçи чĕннĕ хăнасене Ефим Никитинăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тата «Кĕлпук мучи юптарать» кĕнекипе паллаштарчĕ. Ефим Никитича мĕншĕн Кĕлпук мучи тесе чĕнни çинче чарăнса тăчĕ.

Ача садĕнчи шăпăрлансем «Икĕ шапа» тата «Кам çиет?» юмахсене рольсемпе каласа кăтартрĕç. Кĕçĕн класри вулакансем «Тилĕпе тигр», «Типшĕм куян çинчен», «Тилĕпе автан», «Тилĕпе упа» юмахсене каласа пани те пурне те килĕшрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ванюшина И.В. вара «Айван шапа» юмаха питĕ интереслĕ, кулăшла, Кĕлпук мучирен пĕрре те кая мар, каласа пачĕ.

Уява пуçтарăннă пĕтĕм хăнасемпе пĕрле Кĕлпук мучи хăй вулакан «Асамлă çăмха» юмаха кула-кулах итлерĕмĕр.

Паянхи юмах каçĕ пурин кăмăлне те кайрĕ. Вулакансем юмахсенче тĕл пулакан тĕп сăнарсемпе, çăм теттесемпе, вылясшăн ăнтăлчĕç. «Кĕлпук мучи юптарать» кĕнекери ÿкерчĕксемпе интересленчĕç.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика