Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2016.04.29. Ача поча воййисем

Ача-пăча вăййисем.

Эй, чĕлхем: анне панă чĕлхем:

            Янăра эсĕ çут тĕнчере!

            Ыттине çĕр чĕлхе хуть пĕлем:

            Эсĕ ман пĕрре çеç, пĕрре!

 

Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать: мĕншĕн тесен ăна вăл нумай ĕмĕрсем тăршшĕнче тĕрлĕ йывăрлăх                    сем тÿссе, аталантарса, ÿстерсе пынă. 

Чăвашлăха упрас, малалла аталантарас, тăван чĕлхене татах та тăрăшуллăрах вĕренме хавхалантарас тĕллевпе «Ача-пăча вăййисем» литературăпа фольклор уявĕ иртрĕ паян Таяпа Энтри ял вулаканĕсемпе. Чăваш чĕлхи учителĕпе И.В.Ванюшинăпа ял вулавăшĕн ертÿçи З.П.Ефремова хăйсемпе пĕрле пурне те вăйă  картине йыхăрчĕç. Ертсе пыракансем карчăкпа старик рольне питĕ  меллĕ  выляса кăтартрĕç. А.В.Воробьёва юрă урокĕсене ертсе пыракан вара хитре кĕввисене шăрантарсах пычĕ.

Кĕçĕн  ÿсĕмри вулакансем «Кăшманла», «Лашалла» вылярĕç. Аслăраххисем «Ят пĕлмелле», «Автанла», «Пуканла», «Çĕлен хÿрилле», «Тутăрла» выляса ирттерчĕç.

Уяв питĕ хаваслă иртрĕ, пурне те килĕшрĕ. 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика