Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2015.11.13 Кĕçĕн Таяпари вулакансем чăваш литературин «Ылтăн сÿпçине» кĕнĕ кĕнекисемпе кăсăкланаççĕ

15:01 13 ноября 2015 г.

 

Чăваш Республикин Культура, нацинальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн Министерстви пуçарса янипе наци литературин чи паха тĕслĕхĕсене тупса палăртас тата вулакансен хастарлăхне ÿстерес, нумайрах вулама хистес тĕллевпе Наци библиотеки Республика шайĕнче «Чăваш литературин ылтăн çÿпçи: вуламалли 100 кĕнеке» проект хута янă. Ку проекта Раççейри Литература çулталăкне тата Чăваш енри К.Иванов çулталăкне халалланă. Кĕçĕн Таяпари вулавăшра «ылтăн çÿпçене» кĕнĕ кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. Вулакансем çак кураври кĕнекесемпе хаваспах паллашаççĕ. Ытларах вĕсем Н.Мранька çырнă «Ĕмĕр сакки сарлака», А.Емельяновăн «Хура кăрăç», Ю.Скворцовăн «Уках хурăнĕ», Д.Гордеевăн «Çич çунатлă курак», Илпек Микулайăн «Хура çăкăр» кĕнекисемпе кăсăкланчĕç. Вулавăш ертÿçи С.Агеева çак кĕнекесемпе Интернет урлă Наци вулавăшĕн сайтĕнче те паллашма май пурри çинчен ăнлантарса пачĕ. Тăван халăхăн культурипе литературине юратакан вулакансем  вулавăша килекен ытти вулакансене те çак кĕнекесемпе паллашма сĕнÿ пачĕç.

 

 

 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика