Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче пирĕн районта «Вула, Елчĕк районĕ!» ятпа пысăк уяв ирттерме палăртнă. Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи культура ĕçченĕсем çак уява хутшăнса анлă программа хатĕрленĕ.
Ялти вулавăшра вулакансем «Нарспи» поэмăн сыпăкĕсене ушкăнпа вуланă, К.В.Ивановăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе, унăн çăмăл мар кун-çулĕпе паллашнă. Вулакансемшĕн чи тĕлĕнмелли вара «Нарспи» поэмăри сăнарсем «чĕрĕлсе тăни» пулнă. «Салампи» кружока çÿрекен алă ăстисем Н.Михайлова, М.Галкина, А.Козлова, А.Савинова поэмăри сăнарсене пуканесем урлă чун кĕртнĕ. Кунта Нарспипе Сетнер те, Михетерпе Тăхтаман та, кĕвентине утланнă пĕчĕк Сентти те, шăхличĕ калакан кĕтÿç те пур. Нарспие вара сакăр енлĕ сăнланă. Хĕр чухнехинчен пуçласа качча кайсан пĕркенчĕк айĕнче йĕнине те, арăм пулсан сурпан тăханнине те, валак патĕнче Сетнерпе тĕл пулнине те, тĕрĕ тĕрлесе ларнине те пуканесем урлă кăтартса панă. Вулакансем поэмăри сăнарсемпе питĕ кăсăкланчĕç, кашни пуканине алла тытса поэмăри сăнарсене тепĕр хут аса илчĕç.