Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2012.10.10 Çырăнтару – хĕрÿ тапхăр

 

_Çырăнтару – хĕрÿ тапхăр
 

Хальхи вăхăтра мĕнпур почта уйрăмĕсенче, хаçат редакцийĕсенче çырăнтару тапхăрĕ пырать. Çак хĕрÿ вăхăтра Кĕçĕн Таяпари хаçат-журнала юратакансем патĕнче «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат корреспонденчĕ Елена Атаманова хăнара пулчĕ. Вăл ялти нумай çынна хăйсем кăларакан хаçатпа паллаштарчĕ, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатпа  туслашма сĕнчĕ.

Чи малтанах ун сĕнĕвĕпе килĕшсе Кĕçĕн Таяпа администрацийĕнче ĕçлекенсем, ялти культура, вĕренÿ ĕçченĕсем хаçата хаваспах çырăнчĕç. Çырăнтару малалла тăсăлнă май хаçат тусĕсем шутне ялти çамрăк хĕрарăмсем те, тивĕçлĕ канăва тухнисем те хутшăнчĕç. Тĕнчери, çĕр-шыври тата хамăр республикăри кăсăклă та çивĕч хыпар-хăнарпа паллашас тата ăс-хакăл çÿпçине пуянлатас тĕллевпе темиçе сехет хушшинче 24 экземпляр хаçат çыранчĕç Кĕçĕн Таяпасем. «Хаçат-журнал чун уççи, эмел пекех сиплет, ăс-тăн хушать, вĕсене алла илсен пĕтĕм çĕнĕ хыпара пĕлетпĕр», - терĕç «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат тусĕсем.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика