Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2014.04.25 Таван челхе уяве Кесен Таяпа ял татрахенче

 

 

Тǎван чéлхе уявé Кéçéн Таяпа ял тǎрéхéнче

Ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче пĕтĕм чăваш халăхĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» - çакăн пек ят панă Кĕçĕн Таяпари информаципе культура центрĕнче ирттернĕ тăван чěлхене халалланă уява. Уяв тĕллевĕ: çамрăк ăрăва тăван чĕлхе пуянлăхĕпе, унăн йали-йĕркисемпе паллаштарасси, тăван чěлхене юратма, хисеплеме вĕрентесси,  Çак пысăк уява ялти вулавăшра тěрлĕрен кăсăклă мероприятисем хатěрленĕ. Чи малтанах 4-мěш класра вěренекенсем (ертÿçи Г.Зиновьева) «И.Я.Яковлев – чăваш Улăпě» литература композицийĕпе паллаштарчěç. Вěсем хыççăн ялти садике çÿрекен ачасем «Мăнкун уявě» кăтартса пачĕç. Илемлě чăваш кĕписене тăхăннă шăпăрлансем хăйсен хаваслă юрри-ташшисемпе куракансене савăнтарчěç. Аслăрах ăрурисем вара чăваш чěлхи епле пуян, илемлĕ, асамлă пулнине хăйсен янăравлă юррисемпе уява пуянлатрĕç. Вулавăш ертÿçи С.Агеева вулакансене кĕнеке тишкерĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Ялти культура ĕçченĕсем чăвашсен йăхран-йăха куçса пыракан йăли-йĕркисем,чăваш чĕлхин пуянлăхĕ çинчен пĕчĕк ăмăрту ирттерчĕç. Уяв пурне те пысăк савăнăç, çĕкленÿллĕ туйăм парнелерĕ. «Эй, тăван чĕлхемĕр! Вăрман пек пуян, хир пек уçăмлă эсĕ! Сан иксĕлми хăватупа таса илемĕ çултан çул палăрса пытăр. Ирĕклĕ çĕр-шывра ирĕклĕн янăра! Тайма пуçăм сана!» - çак сăмахсемпе уява вĕçлерĕç тăван чĕлхене сума суса пуçтарăннисем. 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика