Челкасинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Сход граждан деревни Анаткасы

«Сывă пултăр ялан чăваш çынни», - текен юрă юрланипе пуçланчĕ Анаткасри ял халăхĕн пухăвĕ. Чăнах та, çак юрăри сăмахсене чăваш халăхне хавхалантармах çырнă пулĕ. Чăваш çынни сывă пулсан ялсем пĕтмеççĕ, аталанаççĕ. Анаткассем те малаллах аталанасшăн, чăвашлăха çÿлте тытса пырасшăн.

Иртнĕ кунсенче Анаткас ялĕнчи клуба халăх йышлă пухăнчĕ. Пухăва ял халăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канаш депутачĕ Ю.Зорин, унăн пирĕн районти пулăшуçи Ю.Иванов, Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Усков, Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Кузьмин,Чулкасри тата Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен директорĕсем Г.Ивановăпа Ю.Данилов тата ыттисем те хутшăнчĕç.

ЧР Патшалăх Канаш депутачĕ Ю.Зорин Чăваш Республикинчи Пташалăх Канашĕн депутачĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ: «Пирĕн халăхпа пĕрле пулмалла, унпа çывăхрах пулсан кăна эпир çынсене кирлĕ ĕçсем тума пултаратпăр...», - терĕ Юрий Александрович Анаткас ял хастарĕсене Хисеп хучĕсем парса хавхалантарнă май. Халăхпа тĕл пулма килнĕ хăнасем пĕрин хыççăн тепри тухса калаçнă хыççăн клуба пуçтарăннă çынсем хăйсен ыйтăвĕсене пачĕç. Ыйту хыççăн ыйту, залра хĕрÿ калаçу пуçланчĕ, тавлашса та илчĕç. Ял халăхне çуллахи шăрăх кунсенче ĕçмелли шыв çителĕксĕрри тарăхтарать, тепĕр урамра пурăнакансене электроэнергин вăйĕ сахалтарах пулнипе килти кирлĕ оборудовани ĕçлеменни пăшăрхантарать. Хальхи вăхăтри çивĕч ыйтăва — килти хытă каяша илсе тухнăшăн - тÿлекен укçа хакĕ кăсăклантарчĕ тата çÿп-çапа тухса тăкма ятарлă вырăн тăвасси пирки те калаçрĕç. Ялти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ И.Игнатьева чирлĕ çынсем сывлăхне тĕрĕслеттерме е ытти ыйтупа килсен аслă çул çинче автомашинăсем вĕçĕ-хĕррисĕр çÿренине пула инкек сиксе тухасран пăшăрханчĕ, çул çине «лежачий полицейский» тума ыйтрĕ. Чылаччен шавларĕ зал. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин вĕсене çак ыйтусене татса памалли çăлкуçсем пирки ăнлантарчĕ.

Пухăвăн тĕп ыйтăвĕ пирки — пуçаруллă бюджетпа вăхăтра усă курмалли çине куçрĕ калаçу. Ялти клуб чылайранпа ĕçлет ĕнтĕ. Унăн çи виттийĕ кивелнĕ. Çавна кура ял халăхĕ ăна пуçаруллă бюджет майĕпе çĕнĕрен витме шутланă. Ку ыйтăва ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин та ырласа йышăнчĕ чи пĕрремĕш хăйĕн тÿпине хыврĕ, унтан çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ «Водоканал» тулли мар яваплă общество директорĕнче вăй хуракан, ял хастарĕ Ю.Иванов 5 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕ, ун хыççăн ыттисем те хăйсен тÿпине хыврĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем «Ачасене - кĕнеке» акци ирттернĕ май Ю.Зорин та ялти ачасене кĕнекесем парнелерĕ /ÿкерчĕк çинче/. Пухăва Чулкас ял тăрăхĕн художествăлла пултарулăх ушкăнĕсем малалла тăсрĕç.

                                                                                                                             

 

Система управления контентом
429415, Урмарский район, с. Челкасы, улица Карла Маркса, дом 57
Телефон: 8(83544) 34-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика