Социальное развитие ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2003.05.21 "Çемье кунĕ ячĕпе" (Аликовская районная газета "Пурнас сулепе")

 

 

Çемье кунĕ ячĕпе

21.05.2003
Кăçалхи Çемье çулталăкĕнче Çемье кунне палăртма пушшех те килĕшÿллĕ те вырăнлă. Çавна май район администрацийĕн çуртне чылайăн пухăнчĕç. Ку хутĕнче - çамрăксем. Кусем - çемьепе малтанхи пиллĕк çул таран пурăнакансем. Уява кашни ял администрацийĕнчен икшер мăшăр хутшăнма палăртнă. Ахăртнех, хĕрÿ ĕç вăхăтне пула пур çĕртен те çитеймен. Çамрăк мăшăрсемпе пĕрле ял администрацийĕсен представителĕсем те пулчĕç.
- Хисеплĕ мăшăрсем, сире Çемье кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, мĕнпур ыррине кăна сунатăп,- терĕ район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи О.И.Сергеева савăнăçлă пухăва уçнă май.
ЗАГС пайĕн тĕп специалисчĕ, нумай ачаллă çемьесем енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ М.М.Николаева та çамрăк çемьесем ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ. Çав хушăрах пăшăрхантаракан тĕслĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ. Ача çураласси çуллен чакса пыни ырă пулăм мар. Çав хушăрах вилнисен шучĕ ÿссех пырать. Çамрăксем мăшăрланасси чакни, уйрăлакансем сахал марри хытах сисĕнет. Юлашки çулсенче пĕччен амăшĕсем нумайланни те паллă.
Районти тĕп больницăри акушер-гинеколог Т.Г.Андреева çемьене планласси çинчен каласа пачĕ. Ку енĕпе тĕп больницăра ятарласа кабинетсем уçнă. Унта çамрăк мăшăрсем, уйрăмах арçынсем сахалтарах çÿреççĕ.
- Пĕр е икĕ ача çуратнипе лăпланмалла мар, виççĕмĕшĕ те пултăр. Ку чухнехи вăхăт ыйтнипе харпăр хăй кĕтнĕ ачасем çуралччăр. Çакă - çемьене планлассин тĕллевĕ,- терĕ Татьяна Геннадьевна.
Вăл йывăр çын пулассинчен сыхланмалли меслетсем çинчен те каларĕ.
Çемьесемшĕн тăрăшса, районта пысăк ĕçсем тăваççĕ. Патшалăх енчен çăмăллатнă кредитсем, тĕрлĕ пособисем парассине йĕркеленĕ. Шăпах çавăн çинчен чарăнса тăчĕ те социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ О.Сергеева. Çав хушăрах кăмăла хуçаканни те юнашарах. Ку чухне ĕçсĕр çамрăк мăшăрсем хушăнса пыраççĕ. Инвалид-ачасен йышĕ ÿсни те шухăша ярать.
Çамрăксем енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Н.В.Димитриева калани те мăшăрсемшĕн вырăнлă пулчĕ:
- Пĕр-пĕрне килĕштерсе, юратса пурăнăр. Çавăн чухне йывăрлăхсене çĕнтерме çăмăлтарах, çемьесем те тĕреклĕрех пулĕç.
Пухăннисене Çемье кунĕ ячĕпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И.Анисимов та хутшăнчĕ, кашнине асăнмалăх парнесем пачĕ.
 
Е.ТИМОФЕЕВА.

Администрация Аликовского района 

Система управления контентом
428004 г. Чебоксары ул.Урицкого-43.
Телефон: (8352) 62-35-62
Факс: (8352) 62-50-01
E-Mail: soc@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика