Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр ентеше асăнса

02 февраля 2008 г.

 Совет Союзĕн Геройне В.И.Уруков ентешĕмĕре чысласа Палтиелĕнчи вăтам шкулта тăтăшах тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Январĕн 29-мĕшĕ _ Виталий Иванович паттăррăн çапăçса вилнĕ кун. Асăну кунĕнче шкул ачисем Уруков пек, Тăван çĕршыва юратма, ун чăн-чăн хỹтĕлевçи пулма тупа тăваççĕ. Кăçал та, çак кун, 8 "б" класра вĕренекенсем А.В.Чайкина ертсе пынипе "Паттăрсем вилĕмсĕр" ятпа электронлă презентаци ирттерчĕç. Ун урлă Ентешĕмĕрĕн вăрçăри çул-йĕрне сăнларĕç. Уруков майор, хăйĕн батальоне тăшмана хирĕç атакăна ертсе çỹренĕскер, виçесĕр паттăрлăх кăтартса халăх асĕнче юлнă. В.И.Уруков 1945 çулхи январьте Польшăна ирĕке кăларнă вăхăтра йывăр аманнă, госпитальте вилнĕ. Ăна вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Ун улăпла сăнарĕ яланах пирĕн чĕрере упранĕ.

 

 

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика