Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăв пурнăç парнеленĕ пепке мĕншĕн ют пулса тăрать?

27 июня 2007 г.

Пирĕн çут малашлăх - ачасенче. Анчах та ăна пурте ăша хывмастпăр. Хăш-пĕр ача ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех çапкаланса çÿрет, кил-çурт ăшшине туймасть. Теприсем ачи-пăчине пăрахаççĕ. Ун пек чухне вара хÿтлĕх ăçта шырамалла; Тин кăна пурăнма тытăннă пулин те, пурнăçăн тÿнтерлĕ енĕсене хăйсем çинче тÿсме тивет. Ашшĕ-амăшĕн ăшшипе çепĕçлĕхне курманнисем, ăшă сăмах илтменнисем пирĕн хушăра чылаййăн.

Ачасем тăлăха юлнин сăлтавĕсем - яланхиллех - ашшĕ-амăшĕн чунсăрлăхĕ, киревсĕрлĕхĕ, тăван пепкене пăхса ÿстересси тата тивĕçлĕ воспитани парасси çине алă сулни. Çавăн пек чун-чĕреллĕ çемьесене çĕр чăмăрĕ мĕнле чăтать-ши; Хăв пурнăç парнеленĕ пепке мĕншĕн ют пулса тăрать; Калама хĕн, ăнлантарма та йывăр. Акă, пирĕн районта хăйсем пурнăç парнеленĕ ачисемшĕн алимент тÿлессинчен аякра тăракансем те сахал мар, вĕсем йышĕнче: Хĕрлĕ Чутай салинчи Виталий Валерьевич Абакумов, Сергей Юрьевич Данилов, Николай Николаевич Кириллов, Надежда Ивановна Серейкина, Мишеркасси ялĕнчи Евгений Иванович Блохин, Иван Валентинович Блохин, Хватукассинчи Елена Николаевна Журавлева, Сергей Александрович Ятманов, Ачкассинчи Юрий Иванович Бродюков, Андрей Иванович Егоров, Павел Валерьевич Ижиков, Валерий Александрович Кириллов, Енкĕлтри Николай Аркадьевич Гаврилов, Пантьăкри Владимир Васильевич Граченов, Вячеслав Валерьевич Матянин, Хăмарккари Ирина Геннадьевна Данилова, Оксана Владимировна Ильина, Хирлÿкассинчи Галина Валерьяновна Егорова, Трапайри Николай Васильевич Игушкин, Дубовкăри Владимир Николаевич Карташов, Кив Ирчемесри Юрий Николаевич Кудрявцев, Кÿпешри Анна Ивановна Михуткина, Валерий Васильевич Мулаев, Çĕн Атикассинчи Вера Александровна Мытина, Хусанушкăнчи Николай Иванович Никитин, Туканашри Юрий Иванович Новиков, Пĕчĕк Этменти Тамара Ивановна Осипова, Питĕркассинчи Елена Владимировна Ремизова, Нина Викторовна Данилова, Мучикассинчи Марина Васильевна Сергеева, Николай Александрович Храмов, Хурапырти Алевтина Николаевна Федорова, Вăрманкассинчи Юрий Петрович Хромов, Уйпуçĕнчи Георгий Григорьевич Царицын.

Мĕн пулнă паянхи ашшĕ-амăшне; Мĕн хистет-ха вĕсене пепкисене пурнăçăн хаяр та асаплă çулĕ çине кăларса тăратма; Ачана пăхас килменни, тивĕçлĕ воспитани паманни, шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланманни, ăс-тăн аталанăвне тĕрĕслеменни, пĕр сăлтавсăр вăрçни, хĕнени е ним шухăшсăр “ют йăвара” хăварни кирек мĕнле ашшĕ-амăшне те хакла кайса ларать.

Паянхи кун ашшĕн е амăшĕн (ачисем ашшĕпе юлнă пулсан) ĕç тупăшĕнчен 1 ачашăн 1Ÿ4 пайне, 2-шĕн 1Ÿ3 пайне, 3 е тата ытларах ачасемшĕн 1Ÿ2 пайне кашни уйăхра алимент тÿлеме тивет. Алимента вара  РФ Правительствин 1996 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнчи 841-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ĕç шалăвĕнчен, пенсинчен, стипендинчен, суту-илÿ ĕçĕн тупăшĕнчен тата ытти енчен те уйăраççĕ. Суд приставĕ маларах асăннă парăмçăсене алимента вăхăтра тата ача 18 çула çитиччен тÿлемеллине пĕлтерет. Çавăн пекех июлĕн 6-мĕшĕччен (9 сехетччен) алимента тÿлесе татмалла, алимент тÿлессинчен аякра çÿрекенсем пирки РФ УК 187-мĕш статйипе килĕшÿллĕн уголовнăй ĕç пуçарăпăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика