Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район уй-хирĕсенче

23 июня 2007 г.

Çу кунĕсенче ял çыннин пĕр канăç та çук. Хирсенче ĕç шавĕ тăрать. Хуçалăхсенче пикенсех калчасем çинчи çум курăка тата тыр-пула сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăна, чир-чĕре хирĕç кĕрешеççĕ. Унпа пĕрлех механизаторсем пусă çĕрĕсене кĕр аки валли хатĕрлеççĕ, уй-хире органикăллă удобрени кăлараççĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те пуçланчĕ.

“Коминтерн”, “Штанашский” хуçалăхсенче пусă валли хăварнă çĕрсем çинче тăрăшарах ĕçленине палăртмалла. Хăшĕсем йÿçĕк çĕрсене йĕркене кĕртес тесе извеç çăнăхĕ сапассипе тимлеççĕ.

Ферма таврашĕнчи тислĕкпе тĕллевлĕ усă курассине, ăна уя кăларассине “Аккозинский, “Победа”, “Санкинский” хуçалăхсенче аван йĕркеленĕ.

Хальхи вăхăт тĕлне районĕпе 600 тонна яхăн утă хатĕрленĕ, хĕл хырăмĕ пысăк пулнине шута илсен, çак паха апата 5354 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Паянхи куна нумай çул ÿсекен курăксене 1000 гектар çулнă. Калас пулать, утă çи пур хуçалăхсенче те пуçланнă.

Сенаж хывассипе “Путь Ильича”, “Коминтерн”, “Свобода” хуçалăхсем кăтартуллă ĕçлеççĕ. Пурĕ пĕрле 700 тонна ытла янтланă ĕнтĕ. “Нива” кооператив ĕçченĕсем вара 200 тонна силос хывнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика