Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акции пырать

21 октября 2006 г.

Палтиелĕнчи вăтам шкулта "Çамрăксем _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса аслă классенче "Эсĕ пирус туртни, алкоголь тата наркотиксем çине мĕнле пăхатăн?" темăпа анкетировани ирттернĕ. Шкул библиотикинче "Сывлăх вăл _ питĕ лайăх!" ятлă кĕнеке выставки йĕркеленĕ, ăна сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан кĕнекесемпе пуянлатнă. Кĕçĕн классенче "Сывлăхна пĕтеретĕн _ çĕннине туянаймăн" темăпа КВН ирттернĕ. 9-11 классенче вĕренекенсем ялти пĕтĕмĕшле практика офисĕн врачĕпе Н.П.Яковлевпа тĕл пулнă, Николай Петрович сывă пурнăç йĕрки çинчен лекци вуласа панă. Шкул ачисем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Ф.Ермолаевăн призĕсемшĕн ирттернĕ çăмăл атлетсен кросне те хастар хутшăннă, 4 класра вĕренекен М.Сорокина депутат парнине тивĕçнĕ. ххх Чукал шкулĕнче "Çамрăксем _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие халалланă тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ. Сиенлĕ йăласен хăрушлăхĕ çинчен класс сехечĕсенче сỹтсе явнă, "Пирĕн класс _ урă пурнăç йĕркишĕн" конкурс ирттернĕ. "Эсир сиенлĕ йăласем çине мĕнле пăхатăр?" блиц-ыйту та активлă иртнĕ. 42 вĕренекенрен 8-ĕшĕ сăра-эрех тутанса, 10-ĕшĕ пирус-сигарет туртса курнине йышăннă. Учительсен коллективне çакă хытă шухăшлаттармалла.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика