Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интернетри "çĕленсенчен" ачасене хĕтĕлеме пулать-и?

19 мая 2018 г.

"Лаша пуласси тихаран, этем пуласси ачаран паллă" теççĕ ваттисем. Ăстăн енчен пăсăлнă тĕпренчĕкрен вара обществăна юрăхлă çын тума йывăр. Ача Интернетпа кăсăкланма пуçласан, ăна сиен кỹрекен информаци хăрушлăхĕ çинчен пĕлтерес пулать. Ку "чире" шала кĕртсе ярсассăн инкекрен специалист патне каймасăр çăлăнăç çук. Интернет тĕнчи пысăк, кĕрсе ỹкме питĕ çăмăл. Сăмахран, сочинени темипе материал пухнă хушăрах темĕн те куратăн. Йăлăхтаракан реклама, пилĕк таран çаралнă илемлĕ пике е "выляса илнĕ" машина пирки пĕлтерекен хыпар. Кунта ача кăна мар, асли те аташса кайма пултарать. Порнографи серепине лекнĕ çыннăн психика пăсăлать, тĕнче витĕмĕ "вĕри шухăш" шайĕнче чарăнать. Интернетри ултавçăсен вăлти çине çакланнисем вара, хайсен айванлăхне туймасăр, çемье пурлăхне сисмесĕ- рех салатса яма пултараççĕ. Пурнăçри тĕслĕхсемпе те паллаштарас килет. Чăваш педагогика университечĕн виççĕмĕш курсĕнче вĕреннĕ чухне социаллă сеть урлă пĕр "юлташ" Шупашкар урамĕсенче наркотик сарма чĕнчĕ. Пĕр эрнере 80 пин тỹ-леме сăмах пачĕ. "Палăртнă вырăнта укçа хурса хăваратпăр, каçсерен пырса илĕн", - илĕртрĕ вăл. Укçи тем пек кирлĕ пулсан та палламан "юлташран" пăрăнма хал çитертĕм. Çакăн пек ĕçсем ырра илсе çитермеççĕ. Эпĕ пĕрремĕш мар ĕнтĕ. Манăн страницăна тупиччен миçе çыннăн пуçне пăтратса янă-ши вăл( Тахçанах ачалăхран тухнă çын пулни пулăшрĕ тесе шухăшлатăп. Ачасем вара çакăн евĕр сĕнỹ- сенчен пăрăнса юлаймаççĕ, пысăк укçа ĕçлесе илес шухăш ытла та илĕртет вĕсене. Шел те, Интернет урлă "ĕçе вырнаçакансен" карьера ялан пĕр пек вĕçленет: полици, суд, колони. Çулталăк каялла Куславкка районĕнчи Аслă Куснар ачисем, "youtube"-ра модăна кĕнĕ блогерпа паллашса, паркурçăсен ушкăнне пухрĕç. Ушкăнри чи пĕчĕк шкул ачи тăхăр çула пуснă, чи асли вара вун тăваттă тултарнă. Паркурçăсем тăван ялти е районти чи çỹллĕ çурт тăррисем çине вĕренсĕрех хăпараççĕ, Энĕш урлă хывнă кĕпер хĕррипе пĕр хăрамасăр утаççĕ. Малашнехи плансенчен вĕсен Шупашкарти çурт тăррисене парăнтарасси. Çак паркурçăсен пуçĕсенче мĕнле çил вĕрет-ши( Вĕсем вунă е вуникĕ хутлă çурт тăрринчен ỹксе сусăрланасси е вилесси çинчен пĕрре те шухăшламаççĕ-çке. Ача шухăшĕ айванлăхпа уйрăлса тăрать, çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн хайĕн яваплăхĕ çинчен манса каймалла мар. Ĕçрен тем пек ывăнса килсен те, вăхăт çитсе пымасан та ачăр хыççăн Интернета кĕрсе пăхма май тупăр, вăл хăй хыççăн хăварнă "историе" кĕрсе вулама ан ỹркенĕр. Ача усă куракан компьютер çине шанчăклă мар сайтсем çине кĕме чаракан программăсем лартăр. Васкăр! Кая юлсан каю шăтать. И.ДЕРЮЖИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429561, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с.Бичурино, ул. Бичурина, 2
Телефон: 8(903) 359-08-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика