Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн продукцие пысăк хуласенче кĕтеççĕ

03 февраля 2017 г.

«Районта ĕçе юратакан çынсем пурăнаççĕ. Вĕсене валли ĕç вырăнĕсем туса памалла, производствăна аталантармалла. Паллах, çакна валли пултаруллă предпринимательсене явăçтарма пĕлни кирлĕ», - çапларах сĕнсе каларĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Элĕк районĕнче иртнĕ анлă ларура. Ĕнер, февралĕн 2-мĕшĕнче, Элĕкри культура çуртĕнче районăн 2016 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, 2017 çулхи тĕллевсене палăртрĕç.

Тĕрĕссипе, кун пек анлă ларусене кашни муниципалитетрах палăртнă графикпа ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Хальхинче вăл пирĕнтен - Элĕксенчен пуçланчĕ. Ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче сумлă хăнасем Элĕкри çăкăр заводĕнче пулса курчĕç. Республика Пуçлăхĕ çăкăра мĕнле технологипе пĕçернипе паллашрĕ, кондитер изделийĕсем хатĕрлекен цехра рабочисемпе тĕл пулса калаçрĕ. Пахалăхлă продукци кĕске вăхăтрах магазинсем тăрăх саланнине, ăна халăх тиркемесĕр туяннине ырларĕ. «Çак тутлă печени-пĕремĕк йышĕнче хăвăр Элĕк ячĕпе кăна çыхăннă продукци пулсан тата та аванрах пулмалла. Туянакана хăй патне ячĕпех туртма пултартăр», - пулчĕç Михаил Васильевич сăмахĕсем.

Çак кунах Михаил Игнатьев район пуçлăхĕпе Владислав Волковпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа тĕл пулса калаçрĕ. Кунта районшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене куçа-куçăн   сÿтсе яврĕç.

Кĕçнерникун Элĕк салинче пасар кунĕ пулнине кура республика Пуçлăхĕ çула май кунти халăхпа тĕл пулчĕ, хаксемпе интересленчĕ.

Лару Элĕкри культура çуртĕнче иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, финанс министрĕ Светлана Енилина, юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева, Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Павлов тата Александр Федотов хутшăнчĕç.

Ĕçлĕ калаçăва пуçличчен чи малтанах ĕçре палăрнă ентешсене - ял старостисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысларĕç. Вĕсем - Питĕшкассинчи Светлана Клементьева тата Кармалти Николай Ильин. Çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ çамрăксем сертификатсем илчĕç.

Районăн 2016 çулхи социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕ çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов каласа пачĕ. Александр Николаевич 2017 çулхи тĕллевсем çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Тăхтаса тăмасăр тумалли ĕçсем - усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, инвесторсене явăçтарасси, культура тата вĕренÿ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем ирттересси, уйрăмах вĕсем ăшă тытăмне улăштарассипе çыхăннă. Çул-йĕр ыйтăвĕ те çивĕч тăрать.

Иртнĕ çул Республика Пуçлăхĕ хутшăннипе иртнĕ ларусенче Республика кунне Элĕк çĕрĕ çинче тивĕçлĕ шайра ирттермелли çинчен каланăччĕ. Палăртнă кун тĕлне вĕсене пурнăçа кĕртме вăй-хăват çитерчĕç Элĕксем. Александр Куликов Чăваш Ен Пуçлăхне укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшу панăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Тĕп доклада сÿтсе явнă май Светлана Енилина бюджет укçи-тенкипе эффективлă усă курма сĕнчĕ, «сăрă» ĕç укçи кашниншĕн мĕн тери сиенлĕ пулнине те аса илтерчĕ. Николай Малов районтан суйланнă депутат пулнă май кунти лару-тăрăва витĕр курса тăрать. Нумай ыйтăва татса панă чух çынсене хăйсене хастартарах пулма сĕнчĕ. Наталья Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче уйрăлакан çемьесем çинчен каларĕ. Шел пулин те, районта вĕсен йышĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен, вĕсенчен чи пысăкки - упăшкисем эрех ĕçни. Шутламалăх та, ĕçлемелĕх те пур.

Ларура тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç. Медицина пулăшăвĕ парасси, ФАПсене специалистсемпе тивĕçтересси, çулсем тăвасси ытларах хумхантарчĕ Элĕксене.

Михаил Игнатьев тĕлпулăва пĕтĕмĕшле Элĕксене паян тунă çитĕнÿсемшĕн тав турĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие туса илессине тата та аталантарма, ăна Мускав таранах илсе çитерме сĕнчĕ. Пысăк хуласенчи тавар туянакан ăна ыйтать, пирĕн çакăнпа усă курмалла. Ĕç укçине ÿстересси çине тимлĕх уйăрма ыйтрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика