Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урмăш чирĕнчен çине тăрса сыхланни кирлĕ 30 сентября 2016 г.

30 сентября 2016 г.

Кăçал пирĕн республикăра урмăш чирĕпе чирлесе вилнĕ 6 тĕслĕх тупса палăртнă. Вĕсен шутĕнче пĕр сурăх таки (Элĕк районĕ), пĕр кушак (Канаш районĕ) тата тăватă тилĕ - (Элĕк, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай тата Тăвай районĕсенче).

Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Тушкилти шкул картишне тилĕ çури пырса кĕнĕ. Çав тилĕ виллине Шупашкарти ветеринари лабораторине тĕрĕслеве янă. Тĕрĕслев асăннă тилĕ урмăш чирĕпе чирленине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев хушăвĕпе Тушкил ялне икĕ уйăхлăха карантина хупнă. Халĕ унта çак чире малалла сарас мар тесе тĕрлĕрен мероприятисем тăваççĕ.

Урмăш (бешенство) - выльăх-чĕрлĕхпе çынсен уйрăмах хăрушă вируслă чирĕ шутланать, организмра нерв системисене вăйлă сиенлет, чир вилĕмпе вĕçленет. Çак чир çынна тискер чĕр-чунсенчен, килти выльăхсенчен, йытăпа кушаксенчен ерме пултарать, çавна май этем сывлăхĕшĕн те хăрушă пулса тăрать. Пирĕн таврара уртаракан чире ытларах чухне тилĕсем сараççĕ. Вĕсем яла пырса кил хуçалăхсене кĕреççĕ, килти выльăх-чĕрлĕхе, йытăсемпе кушаксене çыртнă май, сĕлекипе варалаççĕ. Чир ытларах чухне шăпах сĕлеке урлă сарăлать. Вирус кашни организмра тĕрлĕрен аталанать. Чирлĕ выльăхсемпе çынсене сыватмалли эмел шутласа тупман-ха. Пĕртен-пĕр çăлăнăç вăл - вăхăтра прививка тăвасси. Ку енĕпе районти ветеринари служби нумай вăй хурать. Паянхи куна районта 108 лашана, 6954 пуç мăйракаллă шултра выльăха, 7631 пуç качакапа сурăха, 109 сыснана, 2067 йытта тата 2615 кушака профилактика тĕлĕшпе урмăш чирĕнчен иммунизаци тунă.

Çавăн пекех кăçалхи кăрлач уйăхĕнче выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци ветспециалисчĕсем аслă егерьпе пĕрле тискер чĕр чунсен шăтăкĕсем тавра тата вĕсем çỹрекен сукмаксем çине 800 доза çăвартан иммунизаци тумалли вакцина хурса тухнă.

Районта урмăш чирĕпе кĕрешес тĕлĕшпе тĕллевлĕ муниципаллă программа ĕçлет.

Унпа килĕшỹллĕн район территорийĕнче 44 тилĕ, 1 кашкăр, 63 çапкаланчăк йытă тата 14 килсĕр кушак тытса вĕлернĕ. Çавна май, сунарçăсене аса илтерсе хăварас килет, кашни тилĕшĕн 300 тенкĕ, хуçасăр çапкаланчăк йытăшăн 255 тенкĕ парса хавхалантараççĕ. Тытнă тилĕ виллине е çапкаланчăк йытта Тăвайри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцие илсе çитермелле, унтан, кирлĕ документсем хатĕрленĕ хыççăн, Çĕрпỹри утилизаци заводне ăсатаççĕ.

Уртаракан чир районта ан сарăлтăр тесен пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлемелле. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисен, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсен, ветеринари специалисчĕсен тата выльăх-чĕрлĕх усракан кашни çыннăн яваплăха туймалла.

Л.СИМУШКИНА, Тăвайри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци начальникĕн çумĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика