Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестиваль-конкурсра - иккĕмĕш

29 июля 2016 г.

Халăх пултарулăхĕн республикăри центрĕн, Çĕрпỹ районĕнчи Ямаш ял тăрăхĕн тата вырăнти "Ямаш" фольклор ушкăнĕн пуçарăвĕпе Виççĕмĕш Вăрманкасси ялĕ çывăхĕнчи лапамра "Туслăх кăшăлĕ" фестиваль-конкурс иртрĕ.

Республика шайĕнчи фестивале тĕрлĕ районсенчи 12 коллектив килнĕ. Фольклор уявне жюри членĕ пулса хутшăнма тỹр килчĕ мана та. Пултарулăх ушкăнĕсене тĕрлĕ номинацисенче хакланă. Тăвай районĕн чысне Тушкилти "Сурпан" ушкăн хỹтĕлерĕ. Хăйсем çинчен илемлĕ, туллин каласа кăтартнипе ("Визитка") тата хитре юрланипе "сурпанçăсем" 2-3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен вара гран-прие "Сĕнтĕр" ушкăн (Сĕнтĕрвăрри районĕ) тивĕçрĕ. Тушкилсен ансамблĕ - иккĕмĕш вырăнта. Маттур!

Çĕрпỹрен килнĕ чух Тушкилти пултаруллă артистсем çула май Тăрмăша кĕме кăмăл турĕç. Ялти стадионта вĕсене "Тăрмăш" халăх фольклор ушкăнĕн членĕсем кăмăллăн кĕтсе илчĕç, пысăк çитĕнỹпе саламларĕç. Пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашса авалхи йăла-йĕркесене вăй илтерессипе, чăвашлăха аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе яврăмăр. Хăнасем хăйсен ялĕн уявне пырса курма чĕнчĕç.

Е.МАТРОСОВА, "Тăрмăш" фольклор ушкăнĕн ертỹçи.

 

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика