Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Лукина асăнса

20 января 2016 г.

Владимир Лукина асăнса

Кăрлачăн 16-мĕшĕнче Тăрмăш ялĕнче "Агродеталь" обществăн генеральнăй директорĕ пулнă, паллă спортсмена, активиста Владимир Лукина асăнса йĕлтĕрпе ярăнас енĕпе ăмăрту иртнĕ.

Сăмах май, Владимир Михайлович йĕлтĕр спортне килĕштернĕ, хăй ỹсĕмĕнчи спортсменсем хушшинче темиçе хутчен те районта иртекен "Йĕлтĕр йĕрĕ" тупăшура пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çамрăксене спортпа туслаштарас, сывă пурнăç йĕркине сарас тесе нумай тăрăшнă. Телее, унăн ырă ĕçĕсене асрах тытаççĕ. Тупăшăва Тăвай, Вăрмар районĕсенчен, Канаш хулинчен 200 яхăн çын хутшăннă.

Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта Владимир Лукинăн мăшăрĕ Надежда Вениаминовнапа ачисем пулнă.

Йĕлтĕрçĕсен тăхăр ỹсĕм ушкăнĕнче вăйлисене палăртнă. Çĕнтерỹçĕсем çаксем пулнă: Даниил Бобуров, Виктория Михайлова (иккĕшĕ те Канаш), Иван Павлов (Вăрмар), Ольга Никифорова (Элпуç), Евгений Моисеев, Мира Шакина, Дмитрий Степанов (Тăрмăш шкулĕ), Мария Павлова (Канаш). Сергей Еляков (Вăрмар поселокĕ), Кристина Матросова (Тăрмăш ял тăрăхĕ), Дмитрий Кузьмин, Алина Павлова, Альбина Петрова (Канаш хули), Николай Алексеев (Тăрмăш ял тăрăхĕ), Алина Никифоровапа Андрей Михайлов (Элпуç ял тăрăхĕ). Федор Григорьевпа (Енĕш Нăрваш) Валентина Лаврова (Тăрмăш) 60 çултан иртнисем хушшинче мала тухнă.

Çĕнтерỹçĕсене грамотăсемпе, медальсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысланă.

Р.ШУМОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: ăмăрту вăхăтĕнче.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика