Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики "Вурнарский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕрлĕх чакать

02 февраля 2012 г.

Сергей ДИМИТРИЕВ, Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи:

- Республика экономикин аталанăвĕ халăх ĕçлевĕн тытăмне ырă витĕм кÿчĕ. Ĕçсĕррисен йышĕ 2011 çул пуçламăшĕнче 14478 çын пулнă тăк - пĕлтĕрхи раштав вĕçĕнче 8062 юлчĕ е 44,3 процент чакрĕ. Çавна май экономика тĕлĕшĕнчен пуçаруллă халăх шучĕпе шайлашакан ĕçсĕрлĕх шайĕ 2,1-рен 1,2 процент таран сахалланчĕ. Федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи регионсен хушшинче ку кăтарту Чулхула, Ульяновск тата Пенза облаçĕсенче кăна пĕчĕкрех.

Ĕçлевĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕн меслечĕпе палăртакан ĕçсĕрлĕх шайĕ 2011 çулхи пĕрремĕш кварталти 9,9 процентран авăн-чÿк уйăхĕсенче 6,4 процент юлчĕ.

Чăваш Республикинче 2011 çулта çынсене ĕçпе тивĕçтерессине икĕ программăпа - Чăваш Республикинчи халăха 2011-2013 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли ведомствăн тата Чăваш Республикинче 2011 çулта ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли хушма мероприятисен республикăри тĕллевлĕ программисемпе - килĕшÿллĕн туса пынă. Ведомствăн программин мероприятийĕсене 100 пин çын хутшăннă, асăннă кăтарту планпа палăртнин 124,9 проценчĕпе танлашнă. Ăна пурнăçламашкăн 560,5 млн тенкĕ янă. Республикăн тĕллевлĕ программи тăрăх 13713 çынна пулăшнă е палăртнин 125,4 проценчĕ чухлĕ. Вĕсене вырнаçтармашкăн 269,5 млн тенкĕ тăкакланă /плана 100 процент пурнăçланă/.

Асăннă программăсемпе килĕшÿллĕн эпир республикăри 44 пин ытла гражданина ĕç тупмашкăн пулăшрăмăр.

Татьяна НОВИКОВА, ĕçсĕр шутланнăскер:

- Ĕçсĕр тăрса юлсан служба центрне çул тытрăм, Чăваш Республикинче 2011 çулта ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли хушма мероприятисен республикăри тĕллевлĕ программи тăрăх пĕчĕк бизнес йĕркелемешкĕн ĕçсĕр граждансене асăннă служба пулăшнипе 58,8 пин тенкĕ субсиди пани çинчен пĕлтĕм.

Мамăк-тĕкрен хатĕрленĕ япаласене тасатмалли салон уçас шухăш хăй тĕллĕн çуралчĕ. Пичет кăларăмĕсенчи рекламăсемпе паллашсан ку ĕçе кÿлĕнме çирĕп шухăш тытрăм. Тĕрĕссипе, Елчĕк тăрăхĕнче çакнашкал пулăшупа тивĕçтерекен çук вĕт. Ятарлă комиссире манăн бизнес-плана ырланă хыççăн вăхăт нумаях та иртмерĕ - салара “Минтер” салон алăкĕсем ентешĕмсемшĕн яриех уçăлчĕç. Çапла майпа ял хĕрарăмĕсен ĕçне çăмăллатма пултартăм.

Клиентсем килсех тăраççĕ: мамăк-тĕкре ĕрчекен сăвăс çынна аллергипе чирлеттерме пултарнине пурте пĕлеççĕ. Пулăшу хакĕ минтер еплерех виçеллĕ пулнипе çыхăннă. Çĕнĕ бизнес уйăхсерен 15-20 пин тенкĕ тупăш кÿрет.

Субсидипе туяннă хатĕр тĕке суйлать, тасатать. Уйăхсерен 100-шер минтере йĕркене кĕртетпĕр. Пĕччен ĕлкĕрейменнипе халĕ тăвансене те хутшăнтаратăп - ан ÿркен кăна.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429220 Чувашская Республика п.Вурнары ул. Советская д. 18. Официальный сайт: http://vurslzn.cap.ru
Телефон: (83537) 2-58-42
Факс: (83537) 2-58-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика