Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырăнтару кăтартăвне чи нумай ÿстернĕ почтальон

10 июля 2010 г.

Анастасия Олеговна Бродюкова Анат Чутайра пурăнакан ял çыннисене хаçат-журналпа тивĕçтерет, аслă ăру çыннисене пенси те парать, халăха кил таврашĕнче кирлĕ тĕрлĕ тавар сĕнет. Кăçал кăна почтăра тимлеме пуçăннă пулин те Анастасия Олеговна почтальон ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла хăвăрт илнĕ теес килет. Мĕншĕн тесен вăл çак кĕске вăхăтра хăйĕн участокĕнчи ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Иртнĕ çур çулпа танлаштарсан вăл район хаçатне пĕччен 26 хаçат ытларах çырăнтарма пултарнă-çке! Сăмах май, Мучикассинчи çыхăну уйрăмĕн коллективĕ мĕн пур вăйпа ĕç кăтартăвне кун чухлĕ ÿстерме пултарнă.

Маттур та хăйĕн тивĕçне чунтан пурнăçлакан почтальона малашне те çак ĕçре тÿрĕ кăмăлпа вăй хума сунатпăр, кăтартăвĕсем тата лайăхрах пулччăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика