Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕске вăхăтра вĕçлес тĕллевлĕ

24 апреля 2010 г.

Районта хĕрÿ тапхăр, çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланчĕç. «Телей» хуçалăхсăр пуçне ыттисем пурте техникăна хире кăларчĕç. Апрелĕн 23-мĕшĕ тĕлне 815 гектар нумай çул ÿсекен курăксем çинче нÿрĕк тытнă, вĕсене удобренипе апатлантарма пуçланă. 135 гектар чухлĕ кĕр калчисем çине удобрени хывнă.

Кăçал "Нива" ЯХПК ĕçченĕсем уй-хир ĕçĕсене пуринчен те малтан апрелĕн 17-мĕшĕнче пуçăнчĕç. Ытти çулсенче те вĕсемех ака-сухара ырă тĕслĕх кăтартса пынă.

Кунта тăрăшакан П.Чернов механизатор хăйне шанса панă техникăпа нумай çул ÿсекен курăксем çинче нÿрĕк тытса (вĕсем 496 гектар йышăнаççĕ) хăварчĕ те ĕнтĕ. Механизатор ку ĕçе тăпрари нÿрĕк пăсланса пĕтиччен туса ирттерессишĕн канма пĕлмесĕр ĕçлерĕ. Халĕ кунти ĕçченсем курăка тата кĕрхи калчасене удобренипе апатлантарассишĕн тимлеççĕ, çĕр хатĕрлеççĕ.

Тралькассисем кашни ĕçе вăхăтра пуçласа ăна пысăк пахалăхпа туса ирттерме тăрăшаççĕ. Кĕскен каласан, канăçа çухатса, тар тăкса ĕçлеме хăнăхнă вĕсем.

Кăçал кунта 481 гектар çинче çурхи культурăсене акса хăвармалла. Ăна пурнăçлама техника юсавлă. Урапаллă тракторсем çичĕ единица таранах, гусеницăллисем – 2. Сăмах май, ертÿçĕ тăрăшнипе кăçалхи ака-суха валли ДТ-75 трактор туяннă. Çур акине тăватă автомашина кăларма палăртнă. Мĕн пур техникăпа ĕçлеме специалистсем те çителĕклĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене те кирлĕ чухлех кÿнĕ.

Вăрлăх тĕлĕшĕнчен те ыйтăва татса панă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпех кондицие çитернĕ.

"Нива" ЯХПК ĕçченĕсем кăçалхи тухăçшăн тăрăшса иртнĕ кĕркуннех тимленĕ темелле. Хуçалăхра тăрăшакансем кĕр тыррисене 355 гектар çинче акнă. Кĕрхи çĕртме 60 гектар пурнăçланă. Апла пулсан тралькассисен ака-сухара вăхăт та, техника та, укçа-тенкĕ те перекетленет. Куратпăр ĕнтĕ, кĕркунне тимлени çурхи ĕç-хĕле нумай çăмăллатать. Вăйлă тыр-пул туса илес текенсем çапла тăрăшса ĕçлеççĕ те: çĕр ĕçне вăхăтра, пахалăхлă туса пыраççĕ.

Кооператив ертÿçи В.И. Мурайкин ертÿçĕ тилхепине тытса пыма пуçланăранпа хăйне ырă енчен çеç кăтартать. Вăл çĕр ĕçне пĕлсе тăнăранах ял хуçалăх ĕçченĕсем юлашки çулсенче çур акине те, вырмана та чи малтан вĕçлеççĕ. Унăн çумĕ А.И.Шипеев та кооператив ĕçне ал тупанĕ çинчи пек курса тăрать, ертÿçĕне пур енлĕн пулăшса пырать. Ытти специалистсемпе механизаторсем те яваплăха туйса ĕçленĕрен "Нива" ЯХПК-н кăтартăвĕсем лайăхлансах пыраççĕ.

– Хĕрÿ тапхăрта ертÿçĕпе танах ял хуçалăх ĕçченĕсем те канăçа çухатсах тимлеççĕ. Пĕр тĕллевпе ĕçлесе кăçалхи акана 8-9 кунта пахалăхпа вĕçлеме палăртатпăр, – терĕ кооператив директорĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика