Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр-анне вăранчĕ, уй-хир чĕнет

21 апреля 2010 г.

Çĕр ĕçченĕсемшĕн яваплă тапхăр пуçланчĕ. Умра – çур аки. Кăçал пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем çур акине епле хатĕрленни тата ку тĕлĕшпе çыхăннă ытти ыйтусене пăхса тухассипе апрелĕн 17-мĕшĕнче «Нива» ЯХПК-ра семинар-канашлу иртрĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ А.И.Криков та хутшăнчĕ.

Семинар-канашлăва «Нива» ЯХПК-ра ирттерни ахальтен мар пулĕ тесе калас килет. Кунта ыттисен вĕренмелли, мĕн курмалли чылай: техника паркĕ çĕнелсе пырать, автомашинăсемпе тракторсене пĕр лини çине вырнаçтарнă, акмалли-сÿрелемелли агрегатсене ĕçе хатĕрленĕ, механизаторсем юлашки ĕçсене пурнăçлаççĕ. Кĕскен каласан, тралькассисем çур акине тухма хатĕр. Сăмах май, çав кун П.Чернов тракторист ырă çанталăкпа усă курса нумай çул ÿсекен курăксем çинче нÿрĕк тытма пуçланă та.

Чи малтанах пухăннисем «Нива» ЯХПК ĕçченĕсем ака-суха ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленнине палăртрĕç. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Ф.Коробков районти производство кооперативĕсемпе колхозсенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çур акине хатĕрленессипе ĕçсем мĕнле пыни çинчен паллаштарчĕ, ÿсĕмсемпе çитменлĕхсене палăртрĕ. Уйрăмах вăл хуçалăх ертÿçисене паха вăрлăх акса хăварассишĕн тăрăшма чĕнсе каларĕ. Çапла ĕçлени çеç пысăк тухăç илме май парать. Паянхи куна илсен ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕн 83-85 проценчĕ кондициллĕ. Ку енĕпе республика шайĕнче лайăххисен йышĕнче. Уйрăммăн илсен, вăрлăх пахалăхĕ «Коминтерн», «Нива», «Свобода» хуçалăхсен питĕ аван.

Çĕртен кăна продукци илме ăнтăлмалла мар, ăна та апатлантармалла. Çак енĕпе лару-тăру савăнтармасть. Тăрăшуллисем – «Коминтерн», «Нива», «Победа», «Свобода», «Путь Ильича» хуçалăхсем – ăна кирлĕ чухлĕ кÿме пултарчĕç. «Телей», «Сура» хуçалăхсем халĕ те вăранман-ха. Асăннă предприятисен ертÿçисен вăхăта сая ямасăр «Чăваш Республикин продовольстви фончĕ» КУП-па килĕшÿ туса кÿме пуçламалла.

Чылай çĕрте техникăна юсав ретне лартса çитереймен. Кунта «Аккозинский», «Асамат», «Путь Ильича» хуçалăхсене уйрăммăн асăнмалла. Вĕсенче кăкарса ĕçлемелли агрегатсене те йĕркене кĕртсе çитереймен.

Кадр ыйтăвĕсене пур çĕрте те татса панă темелле. Хальлĕхе «Путь Ильича» обществăра тракторпа ĕçлеме пĕр механизатор çитмест.

Николай Федорович çĕр ĕçĕн специалисчĕсене нумай çул ÿсекен курăксем çинче нÿрĕк сыхласа хăварассишĕн, кĕр калчисене апатлантарассишĕн тăрăшма, агротехникăри çĕнĕлĕхсене пăхăнса ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Ĕç сыхлавĕн инспекторĕ Э.Н. Викторова хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăхăнмалли çинчен манмалла маррине аса илтерчĕ.

А.П.Самылкин ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вырăнти хуçалăх ертÿçисен усă курман çĕрсене ĕçе кĕртессипе çине тăрса ĕçлемеллине каларĕ. Мĕншĕн тесен кăçалхи çур акин хăйĕн уйрăмлăхĕсем, йывăрлăхĕсем пур. 1050 гектар чухлĕ пушă уйсене сухаламалла тата кĕр акинче ĕçлесе çитереймен 600 гектар çĕр лаптăкне акса хăвармалла. Унпа пĕрлех кĕр калчисем путланнă вырăнсене палăртса ĕçе кĕртмелле. Çапла вара кăçалхи ака-сухара нумай тар тăкма тивет. Хуçалăх ертÿçисене ĕçшĕн тÿлес, ĕç çыннисене вĕри апатпа тивĕçтерсе тăрас ыйтăва халех татса пама хушрĕ.

Семинар-канашлăва Александр Иванович Криков пĕтĕмлетрĕ: «Çĕр-анне вăранчĕ, çанталăк кунран-кун ăшăтать. Хуçалăх ертÿçисен мĕн пур вăя ака-суха ĕçĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа туса ирттересси çине ямалла. Техникăсене уя илсе тухса тĕрĕслесе пăхмалла та хĕрÿ ĕçе пуçăнмалла. Çур акине хатĕрленсе ирттерес енĕпе йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕсен палăртнă хуçалăхсенче пулса хĕрÿ тапхăрта пулăшса тăмалла. Ака-сухара мĕнле вăй хуратăн – кĕркунне çавăн пек тухăç илетĕн».

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика