Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк стипенди илсе тăнă

17 апреля 2010 г.

Манăн сăмах пире вĕрентнĕ Елизавета Филипповна Емельянова ветеран учитель пирки пулĕ.

Вăл 1933 çулхи январĕн 15 -мĕшĕнче Карăкçырми ялĕнче çут тĕнчене килнĕ.

– Паянхи кун пекех ас тăватăп хамăрăн пĕрремĕш вĕрентекенсене вăрçа ăсатса янине, – тет Елизавета Филипповна. – Эпир, шкул ачисем, ĕсĕклесе йĕретпĕр, вĕсем пирпе, ял-йышпа сыв пуллашаççĕ.

1947 çулта çиччĕмĕш класс пĕтернĕ хĕр Етĕрнери учительсем хатĕрлекен училищĕне вĕренме кĕнĕ, анчах çуклăх, нуша пурнăç хуçаланнă пирки вĕренме пăрахма тивнĕ, фермăна ĕçлеме кĕнĕ. Виçĕ çул хушши колхоз ферминче вăй хунă хыççăн 16 çулхи хĕр ача Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкула саккăрмĕш класа кайнă.

– Ун чухне классем пысăкчĕ, пĕтĕмпе çичĕ саккăрмĕш класс пулнă, – тет ватă вĕрентекен, – анчах нумайăшĕ вăй çитереймен пирки вĕренме пăрахрĕç. Çапла вара çичĕ класран виççĕ кăна тăрса юлчĕ.

Шкулта вăл аван ĕлкĕрсе пынă, тăрăшса вĕреннĕ. Малалла вĕренес туйăмĕ пысăк пулнипе шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкара пединститута вĕренме кĕнĕ. Институтра лайăх вĕреннĕшĕн ăна пысăк стипенди парса тăнă. 1958 çулта химипе биологи вĕрентекенĕн дипломне алла илсен Çĕн Атикассинчи çичĕ класлă шкулта ĕçлеме пуçланă. Шкул çурчĕ йывăçран, пĕчĕк, тăватă пÿлĕмлĕ пулнă, пĕтĕмпе çичĕ вĕрентекен, çичĕ класс пулнă, классенче – 30-40 ача.

Çавăнпа та малтанхи утăмсем çамрăк вĕрентекеншĕн йывăр пулнă, анчах çамрăк тесе Елизавета Филипповнăна тĕксе яман, Г.Ф.Мадюшкин, А.В.Власов, В.Н.Николаева ăна ырă сĕнÿсем парса хавхалантарсах тăнă. Биологи вĕрентекенĕ пулнипе унăн ĕçĕ çĕрпе, чĕр-чунсемпе çыхăннă, шкулта кроликсем ĕрчетнĕ, икĕ гектар çĕр лаптăкĕ çинче мĕн кăна туса илмен-ши;

Елизавета Филипповна ертсе пынипе пысăк сад çĕкленнĕ. Унсăр пуçне чылай калча туса сутнă. Шкул ачисене хĕлле çиме питĕ нумай улма-çырла хатĕрленĕ, ытлашшине сутнă. Уйрăмах Çĕнĕ çул умĕн ачасене пан улми парса савăнтарнă. Эпир, шкул ачисем, халĕ те çавна манса кайман.

"Шел, нумай улмуççи паян çук, çĕнĕ шкул лартнă чухне вĕсене касрĕç. Шкул умĕнчи çĕр лаптăкĕнче тирпейлĕх те сахалрах. Ачасене сахалрах ĕçе хăнăхтараççĕ халĕ", – пăшăрханарах калаçать Елизавета Филипповна.

Уроксене Е.Емельянова яланах тĕплĕн хатĕрленнĕ, интереслĕрех ирттерме тăрăшнă, тăтăшах опытсем туса кăтартнă. Хăй вăхăтĕнче унăн вĕренекенĕсем республика шайĕнчи олимпиадăсенче те çĕнтернĕ. Эпир биологипе хими урокĕсене хатĕрленмесĕр пĕрре те кайман, мĕншĕн тесен Елизавета Филипповна кашнинчен çирĕп ыйтатчĕ. Паянхи кун та вăл маншăн ырă тĕслĕх.

Çемье телейне те вăл Çĕн Атикассинчех тупнă, Николай Васильевич Емельяновпа пĕрлешсе тăватă ача пăхса ÿстернĕ.

1988 çулта Елизавета Филипповна тивĕçлĕ канăва тухнă. Унăн пархатарлă ĕçне "Отличник народного образования РСФСР" ят парса хакланă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика