Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çынни чунтан вĕсене кĕтет

03 апреля 2010 г.

Юлашки çулсенче "Пирĕн пурнăç" хаçата вулакансем йышланса пынине аванах сисетĕп. Çакна хаçатăн тиражĕ çулсерен ÿссе пыни тăрăх тата редакцине килнĕ район çыннисен çырăвĕсене курса хаклатăп. Паллах, район тĕкĕрне халăх хушшинче анлă сарассишĕн тăрăшакансем – почта уйрăмĕсен ĕçченĕсем. Яваплăха туйни, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлени ÿсĕм патне илсе çитернине палăртмасăр пултараймастпăр. Акă, район хаçатне кăçалхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăмашкăн пынă çырăнтару кампанийĕнче пур çыхăну уйрăмĕ те тăрăшулăх кăтартрĕ. Анчах та Кив Атикасси тата Мучикасси çыхăну уйрăмĕсем ыттисенчен пур пĕр уйрăлса тăчĕç. Хастарлăхĕпе тейĕттĕм.

Уйрăммăн мучикассисем çинче чарăнса тăрар. Вĕсем райхаçата çырăнтарассине, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, палăрмаллах ÿстернĕ. Ку тăрăхри почтальонсем хул урлă йывăр сумка çакса кашни киле ырă хыпар çитерме васкаççĕ. Ял çыннисемшĕн вĕсем – чунтан кĕтнĕ хăнасем. Яланах çапла пултăрччĕ те!

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика