Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воспитательсем ăмăртнă

03 апреля 2010 г.

Мартăн 31-мĕшĕнче Вĕрентекен çулталăкне халалласа "Пилеш" ача садĕнче шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекен воспитательсем хушшинче "Воспитатель-новатор – 2010" ятпа районти конкурс иртнĕ. Конкурса пурĕ районти çичĕ воспитатель хутшăннине палăртмалла. Вĕсен "Шанăç", "Эпĕ тата манăн çитĕнÿсем", "Манăн педагогика концепцийĕ" конкурссенче тупăшма тивнĕ.

Жюри членĕсене çĕнĕлле тимлекен чăн-чăн тата вăйлă воспитателе палăртма çăмăлах пулман. Пурте конкурса тĕплĕн те яваплăн хатĕрленнĕ. Воспитатель ĕçĕ хăйне евĕрлĕ-çке: вăл кашни пепкепе пахчаçă чечеке унăн уйрăмлăхĕсене шута илсе пăхнă пек ĕçлет, тăтăшах хăйĕн пĕлĕвне анлăлатать, педагогика çĕнĕлĕхĕсене ĕçе кĕртет...

Çапла вара, жюри кăтартăвĕсем тăрăх, "Пилеш" ача садĕнче вăй хуракан Людмила Максимова конкурс çĕнтерÿçи ята тивĕçнĕ. Çак ача садĕнчех ĕçлекен Ирина Абакумова тата "Хĕвел" ача садĕнче тăрăшакан Алена Сарина призерсем пулса тăнă. Конкурса хутшăнса активлăх кăтартнă Галина Хораськина (Хăмарккари пуçламăш шкул-ача сачĕ), Наталья Титилкина (Мишеркасси шкулĕ), Светлана Храмова тата Надежда Ладайкина ("Пилеш" ача сачĕ) та РФ халăх вĕрентĕвĕпе ăслăлăх ĕçченĕсен профсоюзĕн районти организацийĕн парнисене тивĕçнĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика