Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров пулчĕ

03 марта 2010 г.

Иртнĕ шăмат кун районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Васильевич Федоров пулчĕ.

Малтанах ЧР Президенчĕ Тралькасси ялĕнче пулчĕ, унта пурăнакансемпе курнăçрĕ. Унтан çемье офисне уçнă çĕре хутшăнчĕ, районти больницăн тĕп врачне И.В.Игнатьева медицина оборудованийĕ валли 100 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕ.

Тралькассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче тухтăрăн, сывă ачан, профилактикăн, физиотерапин, процедура кабинечĕсем тата кăнтăрлахи стационар пур. Кунта виçĕ медицина сестри тăрăшать. Вĕсен Тралькасси тата Мăн Этмен тăрăхĕсенчи 2 пин те 500 ытла çыннăн сывлăхне сиплемелле.

Кăнтăр тĕлнелле Николай Васильевич "Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативĕн Туканашри сысна ферминче пулчĕ. Кунта вара курмалли те, вĕренмелли те чылай. Фермăра тирпейлĕх хуçаланать (каçарăр та, хыттăн каласан, теприсен пурăнмалли пÿлĕмĕнче кунти пек таса мар). Кунта пурĕ февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2673 сысна шутланать, фермăра пĕтĕмпех çĕнĕлле, хальхи пурнăç ыйтнă мелпе ĕçлеççĕ.

Унтан Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ: пушар деповĕпе залив пирки интересленчĕ.

Юлашкинчен Атнарти Культура çуртĕнче ЧР Президенчĕ районти ертÿçĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Пухăннисем умĕнче вăл çитсе курнă вырăнсенчи лару-тăрупа кăмăллă пулнине палăртрĕ, ытти ертÿçĕсене те вĕсенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ. Çавăн пекех республика пуçлăхĕ района кирлĕ сĕнÿсем пачĕ, унтан Атнарти Культура çуртне видео, çутă, сасă оборудованийĕсем, компьютер, принтер,сканер, сцена çине тухмалли костюмсем тивĕçмелли сертификат тата Пантьăк участок лесничествин лесничине Леонид Александрович Краснова "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ лесовочĕ" хисеплĕ ят парса чысларĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика