Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вашават почтальон

06 марта 2010 г.

Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕ, тăван ялтах тымар янă, мăшăрĕпе пĕрле пĕр ывăлпа тăватă хĕре кун çути кăтартнă Римма Михайловна Скворцова (1961 çулхи) Мучикассинчи çыхăну уйрăмĕнче 1990 çултанпах почтальон пулса тимлет. Вăл тăван ял халăхне тĕрлĕ хаçат-журналпа, таварпа тивĕçтерет, çырусене кирлĕ çĕре çитерет. Вăл çынпа яланах вашават, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать.

Палăртма кăмăллă, район хаçатне кăçалхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăмашкăн пынă çырăнтару кампанийĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Мучикассинчи çыхăну уйрăмĕ райхаçата çырăнтарассине иртнĕ çултипе танлаштарсан чылай ÿстернĕ. Кунта Р.М.Скворцован тÿпи те пысăк. Пĕлтĕрхи кăтартусене тишкерсен, шăпах вăл, ĕçтешĕсемпе танлаштарсан, район хаçатне ытларах çырăнтарнă. Малашне те çапла ĕçлемелле пултăр, Римма Михайловна! Çывхарса килекен уяв ячĕпе сире!

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика