Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье ăшшине упракан

06 марта 2010 г.

Унпа унччен те тĕл пулнă. Ун пирки хаçатра çутатса парасси те тахçанах шухăшра пулнă. Мартăн 8-мĕшĕ умĕн çак илемлĕ те черчен хĕрарăм пирки сăмах пуçарсан аван пек туйăнчĕ.

Сăмахăм Турхан ялĕнче çуралнă, халĕ Мучикассинче пурăнакан Надежда Мурайкина (хĕр чухнехи хушамачĕ Уливанова) пирки пырать. Çак ачаш, ăшă куçлă, кашни çынпа вашават калаçма ÿркенмен ĕçлĕ хĕрарăмăн шалтан иксĕлми вăй-хăват тапса тăрать. Вăл 3 ача амăшĕ. Аслисем иккĕшĕ те хĕр ачасем. Сăмах май, вĕсем те амăшĕ пекех пултаруллă, шкулта аван ĕлкĕрсе пыраççĕ. Виççĕмĕшĕ, Гена ывăлĕ, иртнĕ çул кун çути курчĕ. Надежда амăшĕн тивĕçне туллин тата таса чунтан пурнăçлать. 3 ача пулнипе ытти валли алă çитмест пек туйăнать. Н.Мурайкинăшăн мар ку. Вăл хуçалăхра ĕçлеме те, ывăлне çителĕклĕ тимлĕх уйăрма та ĕлкĕрет. Çав хушăрах çивĕч хĕрарăм уйрăм предприниматель ĕçне те йĕркелесе пыма вăхăт тупать. Хăçан канать-ши тулĕк вăл; Ĕçчен те ырă кăмăллă хĕрарăм ял-йышра ырă ятпа çÿрет. Пурне те ăшă сăмах, йăл кулă парнелекене епле юратмăн-ха;

Тĕнче хĕрарăмсем çинче тăрать теççĕ. Надежда Мурайкина çине пăхсан ку сăмах чăна килнине ĕненетĕн. Хĕрарăм яланах çемье ăшшине упраканĕ, тĕнче тыткăчи, пурнăç пуçламăшĕ пулнă. Яланах çапла пултăрччĕ те.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика