Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районăн ĕçчен çыннисен сăнĕсем – Хисеп хăми çинче

20 февраля 2010 г.

Районти предприятисемпе учрежденисенче хăйсене шанса панă ĕçе пĕтĕм вăй-хала шеллемесĕр, чун-чĕререн парăнса пурнăçлакан ĕçченсем сахал мар. Çакăн пек çынсен тăрăшулăхне палăртса, хисеплесе, тĕслĕх вырăнне хурса район администрацийĕ çулсерен вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене Хисеп хăми çине кĕртет. Кун пирки хаçат страницисенче те пĕлтерсех тăратпăр.

Паянхи кун районăн Хисеп хăми çинче Кив Атикасси шкулĕн математика учителĕн Алиса Васильевна Дерстуганован, "Резон" хупă акционерлă обществăн экскаватор машинисчĕн Владимир Корнилович Архиповăн, районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕн Юрий Григорьевич Ербулаткинăн, "Сельхозэнерго" тулли мар яваплă обществăн маçтăрĕн Владимир Меркурьевич Ивановăн, коммуналлă хуçалăхăн котельнăй операторĕн Светлана Федоровна Калистратован, "Рыбный" магазинăн заведующийĕн Ольга Ивановна Семгайкинан, ача-пăча ÿнер шкулĕн преподавателĕн Ираида Владимировна Спиридонован, "Йăла" муниципаллă предприятин директорĕн Галина Семеновна Столярован, "Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативĕн механизаторĕн Юрий Зиновьевич Татаровăн, Кив Атикассинчи модельлĕ вулавăшăн библиотекарĕн Валентина Константиновна Тарасован, "Свобода" колхозăн механизаторĕн Владимир Васильевич Терентьевăн, "Нива" ЯХПКан дояркин Маргарита Ивановна Храмован, районти тĕп больницăн врач-неврологăн Любовь Александровна Ярайкинан, газ службин слесарĕн Алексей Юрьевич Федоровăн сăн ÿкерчĕкĕсене куратпăр.

Палăртма кăмăллă, вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем пĕлтĕртенпе Хисеп хăми çинче пулчĕç. Çитес уйăхра, çанталăкăн сивĕ кунĕсем иртсен, 2009 çулăн ĕç кăтартăвĕсене шута илсе район администрацийĕн Хисеп хăми ĕçчен, пултаруллă çынсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе çĕнелĕ, ку ĕçшĕн райадминистрацин экономикăпа пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ яваплă.

Малашне те пирĕн хушăра район пуласлăхĕшĕн тăрăшакансем чылаййăн пуласса шанас килет.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика