Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркăмăшлă эрех сутнăшăн лекнĕ

19 сентября 2009 г.

РФ Прокуратури çумĕнчи Чăваш Енри следстви управленийĕн районсем хушшинчи Етĕрнери следстви уйрăмĕ Мучикассинче пурăнакан хĕрарăм пирки пуçарнă уголовнăй ĕçе тĕпчессине вĕçлет. Çак асăннă хĕрарăм кăçалхи май уйăхĕн вĕçĕнче пĕр ялтах пурăнакан хĕрарăма спиртлă шĕвеке (килте хатĕрленĕ сăмакуна) 50 тенкĕпе саккунсăр сутнă. Физикăпа хими экспертизине тунă хыççăн сутнă спиртлă шĕвекре çын сывлăхĕшĕн хăрушă тĕрлĕ наркăмăшлă микрохутăшсем пурри палăрнă. Çав шутрах бензальдегид тата фенилалкоголь пурри РФ Уголовнăй Кодексĕн 238 статйин пĕрремĕш пайĕпе килĕшÿллĕн уголовнăй ĕçе пуçарма сăлтав панă та. Кĕскен каласан, Мучикасси хĕрарăмĕн потребительсен сывлăхĕпе пурнăçĕ тĕлĕшпе хăрушсăрлăх требованийĕсемпе килĕшсе тăман продукцие сутас тĕллевпе усранăшăн явап тытма тивĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика