Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ тырă кĕрет пÿлмене

01 августа 2009 г.

"Нива" ял хуçалăх производство кооперативĕ районти ытти хуçалăхсенчен чи малтан иртнĕ ытлари кунах, июлĕн 28-мĕшĕнче, вырма ĕçне пуçăнчĕ.

Районти чылай хуçалăхра та вырма ĕçĕсем сарăлчĕç. Палăртрăмăр ĕнтĕ, чи малтан уй-хире "Нива" ЯХПК-ан комбайнĕсем тухрĕç. Вĕсем хыççăн тепĕр кунне "Коминтерн" ял хуçалăх производство предприятийĕн ĕçченĕсем вырма ĕçне пикенчĕç. Хальлĕхе кăтартусем мĕнлерех пулассине çирĕплетме иртерех-ха. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, çапах та пĕлтĕрхинчен ытларах паха тырă илес шанчăк пур.

"Нива" хуçалăх ĕçченĕсен кăçал 750 гектар çинчен тĕш тырăна пухса кĕртмелле, вăл шутра кĕрхисем 450 гектар йышăнаççĕ.

Эпир ытлари кун кăнтăр иртсен "Нива" хуçалăхăн тритикале пуссине çул тытрăмăр. Куçпа виçейми уй анлăшĕпе 4 комбайн шăвать. Опытлă комбайнерсем – В.Апалеевпа В.Васильев, А.Федоровпа С.Жижайкин, Г.Михеевпа Г. Апалеев, Е.Данилов, Г.Конистаркинпа Г.Жижайкин – ертсе пыракан экипажсем пĕрремĕш çул мар хутшăнаççĕ вырмана. Тралькассисен уй-хире юн кун тата тепĕр комбайн тухрĕ. Тырăна уйран пÿлмене В.Кадаков водитель çитерет. Ку енĕпе ĕç опычĕ унăн пысăк.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика