Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекен çын яланах хисепре

18 июля 2009 г.

Вăрман çывăхĕнче, Кив Ирчемес ялĕнче, çуралса ÿснĕ Елена Аркадьевнапа Петр Михайлович Алексеевсем. Вĕсен пурнăçĕнче ырри те, чăрмавĕсем те сахал мар пулнă. Апла пулин те йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пынă. Мăшăр 3 ача – 2 хĕрпе ывăл – çуратса ÿстернĕ.

Хăйсен пурнăçне Алексеевсем тăван хуçалăхпа çыхăнтарнă. Елена Аркадьевнапа Петр Михайлович тата вĕсен хĕрĕ Наташа Можайкина В.Никитин фермер хуçалăхĕнче тăрăшаççĕ. Акă, кил хуçи хĕрарăмĕ 35 çул ĕнтĕ ферма еннелле выртакан сукмака такăрлатать. Вăл дояркăра тимлет, пĕр хăнăхнă ĕçре чун канăçне тупать. Мăшăрĕ юнашар вăй хуни те ăна кулленех пулăшса пырать. Петр Михайлович кунта тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлать. Вăл пур ĕçе те тума ĕлкĕрет: фермăри выльăх валли тыррине те авăртать, витери тислĕкне те кăларать, слесарь ĕçĕсене те тăвать... Алексеевсен хĕрĕ Наташа та ашшĕ-амăшĕ пекех ял хуçалăхĕнче ĕçлеме тĕв тунă. Вăл та амăшĕ пекех кунта кунсерен ир-каç ĕне сума васкать. Сăмах май, Наташа тăван ялтах тымар янă, вăл çемьеллĕ.

Ĕçлекен çын ялан хисепре. Алексеевсем те ĕçрен нихăçан та пăрăнмаççĕ. Ялта та вĕсем ырă ятпа пурăнаççĕ. Сăмах май, кăçалхи «Акатуйра» Е.А.Алексеевана дояркăра чылай çул ырми-канми тимленĕшĕн Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе тата премипе чысларĕç. Хĕрĕ, Н.П.Можайкина та ĕçри хастарлăхшăн асăннă уявра райадминистрацин Хисеп грамотине тивĕçрĕ. П.М.Алексеев пирки те хуçалăх ертÿçи, ĕç коллективĕ ырăпа кăна асăнаççĕ. Акă, мĕнлерех çемье Алексеевсен.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика