Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтпа туллин усă курмалла

20 июня 2009 г.

Кĕçнерни кун районти ял хуçалăх предприятийĕсем, зооветспециалистсем, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем обществăлла выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлес ыйтусемпе йĕркеленĕ семинар-канашлăва пухăнчĕç. Вăл «Нива» ЯХПК территорийĕнче иртрĕ. Ун ĕçне район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.Самылкин ертсе пычĕ.

Хĕрÿ тапхăр – утă çи çитрĕ. Пур çĕрте те утă çине тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ-и; Ял хуçалăх техникине лайăх юсанă-и; Вĕсене тухăçлă ĕçлеттерме шанчăклă çынсене çирĕплетнĕ-и; Çакăн пек тата ытти чылай ыйтăва пăхса тухрĕç семинар-канашлăва пухăннисем. Сĕнÿсемпе канашсем усăллă пулччăр тесе ушкăн «Нива» ЯХПК хирĕсене çитрĕ, унти ĕçченсем çуллахи ырă вăхăта сая ямасăр хĕрсе выльăх апачĕ хатĕрленине куçпа курчĕ. Механизаторсемпе водительсем хăйсен тивĕçĕсене юратса пурнăçланине сăнарĕ.

«Нива» кооперативра нумай çул ÿсекен курăксем 350 гектар çинче çитĕнеççĕ. Пĕр çул ÿсекен курăксем 160 гектар йышăнаççĕ, утăлăх çарансем – 105. Палăртнă лаптăксенчен 70 гектарне утă валли çулнă та ĕнтĕ. Паккуссене кушăхтарнă хыççăн тĕркемлесе ферма çывăхне турттарма шутлаççĕ. Кăçал тралькассисем сенажпа силос 2200 тонна, 550 тонна утă янтлама тĕллев лартнă. Ку пĕлтĕрхи планран чылай пысăкрах. Вĕсем иртнĕ çул выльăх апачĕ сахалрах хатĕрленĕ пулнă. Çакă продукци туса илес кăтарту çине самаях витĕм кÿнине хăйсем çинче туйса илнĕ. Пĕлтĕрхи çитменлĕхсене шута илсе, кăçал нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне 90 гектар таран ÿстернĕ.

Паян "Нива" хуçалăхра ĕç çи анлă сарăлнă темелле. Виçĕ кунра кунти ĕçченсем 240 тонна силос янтланă. Мĕн пур техникăна выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе явăçтарнă. М.Зайцев, В.Лаптев механизаторсем утăпа силослăх курăк çулаççĕ. Палăртас килет, кунти хирсенче нумай çул ÿсекен курăксем тĕлĕнмелле çÿллĕ те çăра ÿснĕ. Çапла пулма çанталăкĕ те пулăшрĕ, паллах, хăйсем те курăксене апатлантарсах тăчĕç. Халĕ вĕсен ĕçĕ куç умĕнче. В.Васильев тракторист, В.Илларионов, В.Скворцов, В.Кадаков, В.Афанасьев водительсем симĕс массăна Турханти ферма траншейине турттарса тăраççĕ. Паха апата А.Вороновпа П.Чернов трактористсем пусăрăнтарса пыраççĕ. Унтах шкул ачисем симĕс массăна йĕркеллĕ салатса тăраççĕ, хыççăн тăвар сапса апата техĕмлентереççĕ. Çак ĕçсене Л.Крыцова ферма заведующийĕпе Л.Матвеев комплекс бригадирĕ йĕркелесе пыраççĕ.

Районти ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Коробков кăçал выльăх апачĕ хатĕрлес плансем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Акă, районта нумай çул ÿсекен курăксем 7074 гектар, пĕр çул ÿсекеннисем – 938, улăх-çаран курăкĕ 2724 гектар йышăнаççĕ. Çак лаптăксенчен 4091 тонна утă, сенаж – 3845, силос 17045 тонна янтламалла. Июнĕн 18-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем нумай çул ÿсекен курăксене 380 гектар çулнă. Николай Федорович ял хуçалăх кооперативĕсенче утă çи вăй илсе пынине асăнчĕ. Анчах хăш-пĕр хуçалăх ертÿçисем ĕçе пуçăнма васкаманнине, ырă вăхăта сая янине, паян-ыранах выльăх апачĕ хатĕрлеме тытăнмаллине каларĕ. Çак вăхăтра пахалăхлă утă, сенаж, силос янтласан çеç хĕллехи вăхăтра выльăх-чĕрлĕхрен лайăх продукци илме пулнине аса илтерчĕ. Кая юлсан, курăк хăй пахалăхне çухатать, унран техĕмлĕ апат пулмасть тесе ăнлантарчĕ вăл пухăннисене.

Хальхи вăхăтра çĕр ĕçĕнче кивĕ техникăпа усă курнин тăкакĕ пысăк пулнине хуçалăха ертсе пыракансем аван пĕлеççĕ. Вăй-хăватлă техникăпа уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама май пур. Экономика тĕлĕшĕнчен те перекетлĕ. Тăрăшуллисем ĕçе çĕнĕлле йĕркелесе пыраççĕ те. Акă, семинарта "Нива" ЯХПК хирĕнче выльăх апачĕ хатĕрлемелли çĕнĕ йышши "ПОЛЕСЬЕ-600" комбайн презентацийĕ пулчĕ. Пухăннисем унăн ĕç хăвачĕпе паллашрĕç. Техника, 5 метр сарлакăшлĕ жаткăпа, трактор прицепĕ çине симĕс массăна 4-5 минутра çулса тиерĕ. Тĕлĕнтермĕш мар-и çакă; Пухăннисем хăватлă техникăн ĕç калăпăшне лайăх хак пачĕç. Палăртмалла, тралькассисем çак комбайна арендăна илсе ĕçлеттерсе пăхаççĕ. Тен, кайран ăна туянма та шутлĕç.

Сăмах май, "ПОЛЕСЬЕ-600" комбайнсемпе Шупашкарти "Белпро-сервис" фирма тивĕçтерсе тăрать. Паянхи куна республика хирĕсенче çакăн йышши 15 техника ĕçленине каларĕç. Фирма директорĕ Г.Фомин хальхи условисенче уй-хир ĕçĕсене хăватлă техникăпа пурнăçлани вырăнлăрах пулнине палăртрĕ, вĕсене туянма майсем тупмаллах терĕ. Техника хакне те асăнчĕ – 3 миллион та çĕр пин тенкĕ.

Семинар-канашлăва А.Самылкин пĕтĕмлетрĕ. Вăл нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулассипе çине тăрса ĕçлеме, выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте мĕн пур ял хуçалăх техникине явăçтарма чĕнсе каларĕ. Çав хушăрах пусă çĕрĕсене кĕр аки валли хатĕрлеме пуçăнмаллине асăнчĕ. Хуçалăх ертÿçисене халăха ĕçшĕн тÿлессине татса пама хушрĕ. Вĕсен ĕçне тивĕçлипе хаклани çеç утă çине вăхăтра ирттерме пулăшĕ терĕ. Ăнăçу пĕтĕмпех хамăртан килет.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика