Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхасах тăратпăр

27 мая 2009 г.

Уголовнăй ĕçсене пурнăçлакан инспекци кашни районтах пур. Республикипе вĕсем пурĕ 25. Çак инспекцисем – юсанса тÿрленмелли, тума тивĕçлĕ (обязательный) ĕçсем тата хăш-пĕр должноçсене йышăнма е пĕр-пĕр ĕç-хĕлпе тимлеме ирĕкрен хăтарнă тĕлĕшпе уголовнăй айăплава пурнăçлакан, унсăр пуçне условнăй майпа айăпланнисем, çие юлнă тата пĕчĕк ачаллă айăпланнă хĕрарăмсем хăйсене мĕнле тытнине тĕрĕслесе тăракан учрежденисем. 2001 çултанпа условнăй майпа айăпланнă çул çитмен çамрăксене те асăрхаса тăраççĕ. Çак учрежденисемех малашлăхра ирĕксĕр хăварас тĕлĕшпе айăплава пурнăçлама тытăнĕç.

Çулталăкра вăтамран Чăваш Енри уголовнăй ĕçсене пурнăçлакан пур инспекци витĕр айăпланнисем пурĕ10 пине яхăн тухнă. Районти инспекци витĕр вара – 141 айăпланакан, кăçалхи пĕрремĕш кварталта – 65.

Çакна та палăртмалла: тума тивĕçлĕ ĕçсем тĕлĕшпе айăпланнисем муниципаллă харпăрлăх форминчи предприятисенче çеç вăй хураяççĕ. Тĕслĕхрен, учетра тăракансем кăçал Атнар, Ачкасси, Мăн Этмен ял тăрăхĕсенче тимлерĕç. Юсанса тÿрленмелли ĕçсене яланлăх ĕç вырăнĕ çуккисене çирĕплетеççĕ.

Хальхи вăхăтра, пур çĕрлĕ ĕç вырăнĕсене пĕчĕклетеççĕ пулин те, пирĕн патра учетра тăракансене ĕçе йышăнакан организацисем пур-ха. Акă, "Нива", "Коминтерн", "Асамат" хуçалăхсем айăпланнисене юсанса тÿрленмелли ĕçсене вырнаçтарассипе пулăшаççĕ. Малашне те пирĕн çыхăну татăлмасса шанатпăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика