Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Продукци илесси ÿсет

01 ноября 2008 г.

Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен уявĕнче В.А.Никитин хресчен-фермер хуçалăхĕн зоотехникне С.Кириллована выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессине ÿстернĕшĕн «Районти чи лайăх зоотехник» ят панă, район пуçлăхĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Коллектив тунă çитĕнÿре Светлана Валерьевна хăйĕн тÿпи кăна пысăк тесе шутламасть. Ушкăн вăйĕ çеç ÿсĕм çулĕ çине тухма пулăшнипе палăртать.

Кăçалхи тăхăр уйăхра кивирчемессем кашни ĕнерен 3570 килограмм сĕт сунă. Ку вăл, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 132 килограмм нумайрах. Çавăн пекех хуçалăх ял çыннисенчен сĕт пухассине йĕркеленĕ. Январь-сентябрь уйăхĕсенче пурĕ 11, 5 тонна продукци пуçтарнă. Самăртма хупнă вăкăрсем куллен вăтамран 451-шер грамм ÿт хушса пынă. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 17 грамм лайăхрах.

Хуçалăх обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ хывса хăварнă

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика