Николаев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Андрия́н Григо́рьевич Никола́ев (1929 çулхи авăнăн 5-мĕшĕ, Шуршăл, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР — утă, 3 2004, Шупашкар, Раççей Федерацийĕ) — совет 3-мĕш космонавчĕ, иккĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ, авиаци генерал-майорĕ, чăваш.
1947 çулта Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухсан Карелире «Южкареллес» трестра вăрман каснă. 1950 çулта çар хĕсметне кайнă. 1951 çулта Фрунзери çар авиаци летчикĕсен училищинче вĕренме пуçланă. 1954 çулта училище хыççăн Мускав çывăхĕнчи авиаци пайĕсенче хĕсметре тăнă. 1960 çулта совет космонавчĕсен ушкăнне чĕнсе илнĕ. «Восток» ятлă карапсем çинче вĕçев ĕçĕсене вĕреннĕ.
1961 çулхи çурла уйăхĕнче Г. С. Титов «Восток-2» космос карапĕ çинче вĕçнĕ чухне унăн дублёрĕ пулнă.
1962 çулхи авăнăн 11-15-мĕшĕсенче «Восток-3» космос карапĕ çинче хăйĕн пĕрремĕш космос вĕçевне тухнă. Тĕнчере пĕрремĕш ушкăнлă космос карапĕсен («Восток-3» и «Восток-4») вĕçевне хутшăннă. Космосра 3 талăк та 22 сехет те 22 минут вăхăт ирттернĕ. Ун хыççăн пулас вĕçевсене хатĕрленет, 1963-1968 çулсенче космонавтсен ушкăнĕн командирĕ. Ĕçленĕ чухнех 1968 çулта Çар-вĕçевçĕ инженерсен Н. Е. Жуковский ячĕллĕ академинчен вĕренсе тухнă. 1968 - 1974 çулсенче - космонавтсене хатĕрлекен Ю. А. Гагарин ячĕллĕ Тĕпĕн пуçлăхĕн çумĕ. Уйăх çине вĕçме хатĕрленнĕ.
1969 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче Николаева тĕпĕр иккĕ космонавтпа — В.В. Терешковăпа тата Г.Т. Береговойпа Кремльте автомобильпе пынă чухне Совет Çарĕн çар çынĕ — Виктор Ильин — ССКП ТК Тĕп секретарĕ Л.И. Брежнев вырăнне йышăнса — пăшалран пенĕ. Николаева пуля çурăмран сĕртĕнсе кайнă; çапах та вăл вилĕмле суранланнă шоферăн рульне ярса илнĕ те автомобиле чарнă.
1969 çулхи чӳк уйăхĕнче Союз-8 карапăн дубль экипажĕн командирĕ пулнă. 1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1 - 19-мĕшĕсенче Союз-9 карап экипажĕн командирĕ пулса Виталий Севостьянов борт-инженерпа пĕрле вăл вăхăтри чи тăсăк космос вĕçевне ирттернĕ. Çĕр çине ансан космонавтсем хăйсене питĕ начар туйнă, урисемпе утайми пулнă. Çак амаклăха медицина литературинче «Николаев эффекчĕ»теме йышăннă. Вĕçевĕ 17 талăк та 16 сехет те 58 минут та 55 секунд пынă. Пĕтĕмпе космосра - икĕ хут хăпарса -21 талăк та 15 сехет те 20 минут та 55 секунд . В 1974 çултанпа - космонавтсене хатĕрлекен Ю. А. Гагарин ячĕллĕ Тĕпĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ.
РСФСР Аслă Канашлăвĕн 6 - 11 чĕнĕвĕсен депутачĕ. 1990 - 1993 çулсенче РСФСР халăх депутачĕ.
Чăваш Ен президенчĕн Н.В. Фёдоровăн йышăнăвĕпе мăнаçлăн тăнван енре — Шуршăл ялĕн çăвинче пытарнă, çакăнпа хĕрĕ — Елена Майорова — килĕшмен, вăл ашшĕн виллине Çăлтăр хулинекуçарасшăн пулнă.
8 çул хушши Валентина Терешкова — тĕнчери пĕрремĕш космонавт- хĕрарăмпа мăшăрлă пурăннă (Нумай хутчен совет прессинче çырса кăтартнă «Космос туйĕ»).
Иккĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ. Ленин икĕ орденĕпе, Ĕçлĕ Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, медальсемпе чысланă. К. Э. Циолковский ячĕллĕ, «Космос», де Лаво тата Ю. А. Гагарин ячĕллĕ ылтăн медальсемпе тивĕçтернĕ. НРБ Социалла Ĕç Паттăрĕ. ДРВ Ĕç Паттăрĕ. МНР Паттăрĕ. Георгий Димитров, Кириллпа и Мефодий (Болгари), Ялавăн бриллиантсемпе I степеньлĕ (Венгри), Сухэ-Батор (Монголи), Çăлтăр II класлă (Индонези), Ожерелье Нила (Египет) орденĕсене парса чапланă. Даниэльпе Флоренс Гуггенхеймсен премине илме тивĕç пулнă. Тĕнчери астронавтика академин хисеплĕ пайташĕ. СССР патшалăх преми лауреачĕ (1981). Калуга, Смулен, Ржев, Махачкала, Нальчик, Каспийск (Раççей), Караганда (Казахстан), Дархан (Монголия), София, Петрич, Стара-Загора, Варна, Плевен (Болгари), Карлови-Вари (Чехи), Буира (Алжир) хулисен хисеплĕ гражданинĕ. Уйăх çинчи кратера Николаев ятне панă.
- Уйăхăн тепĕр енчи кратер.
- Инза (Чĕмпĕр обл.) хулинчи урам
- 10-мĕш шкул Шупашкар
- Кокшакассинчи вăтам шкул (Çĕрпӳ районĕ).
- Космонавт Николаев А.Г. урамĕ (Шупашкар)
- ача-пăча паркĕ (Шупашкар)
- Урам Красноярск.
- Кану паркĕ (Элĕк)
Николаева халалланă почтă марккисене тĕрлĕ çĕр-шывсенче пичетленĕ:
- А.Г.Николаев "Космос без границ", Мускав, 1979.
Николаев Андриян Григорьевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
Шаблон:СССР вĕçевçĕ-космонавчĕсем