Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Чăваш Ен паллă çыннисем  »  Андриян Григорьевич Николаев – космонавт
Андриян Григорьевич Николаев – космонавт

Мухтавлă ентешĕн - Чăваш Республикин пĕрремĕш космонавчĕн А.Г.Николаевăн - ятне республикăра пурăнакан кашни çын, ватти те, вĕтти те, пĕлет.

Андриян Григорьевич Николаев - Раççей космонавчĕ. Вăл 1929 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнчи /халĕ Чăваш Республики/ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралнă. 1947 çулта Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне пĕтернĕ, ăна Карелири "Южкареллес" треста мастер пулса вăрман хатĕрлеме янă. Карелире 1950 çулччен ĕçленĕ, ăна Совет çарне илнĕ.

Малтанах сывлăш стрелокĕсен курсĕсенче вĕреннĕ, 1951 çулхи çурла уйăхĕнче ăна Фрунзери летчиксен çар авиацийĕн училищине йышăннă. 1954 çулта училищĕне пĕтернĕ хыççăн Мускав çывăхĕнчи авиаци чаçĕсенче службăра пулнă. 1960 çулта ăна совет космонавчĕсен отрядне /1960 1-мĕш ВВС ушкăнĕ/ отрядне илнĕ. Восток йышши карапсемпе вĕçмелли хатĕрленÿ курсне туллин ирттернĕ. Восток-2 карап вĕçевĕ /1961 ç. çурла/ вăхăтĕнче Г.С.Титов дублерĕ пулнă.

1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-15-мĕшĕсенче Восток-3 караппа хăйĕн пирвайхи космос вĕçевĕнче пулнă. Тĕнчере пуçласа пилотлă 2 карапăн /Восток-3 тата Восток-4/ ушкăнлă вĕçевне йĕркеленĕ. Вĕçев 3 талăк та 22 сехет те 22 минута тăсăлнă. Кайран космонавтсен отрядĕнче хатĕрленĕве малалла тăснă, 1963-1968 çулсенче космонавтсен отрячĕн командирĕ пулнă. 1963 çулта тĕнчери пĕрремĕш хĕрарăм космонавта Валентина Владимировна Терешковăна качча илнĕ.

Тĕп ĕçне пăрахмасăр 1968 çулта Н.Е.Жуковский ячĕллĕ Сывлăш-çар инженери академине пĕтернĕ. 1968-1974 çулсенче Ю.А.Гагарин ячĕллĕ Космонавтсене хатĕрлекен центр пуçлăхĕн çумĕ. "Уйăх" программипе вĕçеве хатĕрленнĕ, экипажсенчен пĕрин командирĕ пулнă. Асăннă программăна хупнă хыççăн Союз йышши карапсемпе вĕçме хатĕрленнĕ. Союз-8 космос карапĕн вĕçевĕ /1969 ç. юпа/ вăхăтĕнче дублер экипажĕн командирĕ пулн.

1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-19-мĕшĕсенче Союз-9 карап командирĕ пулса иккĕмĕш хут космосра вĕçнĕ. Ун чух ку космосри чи вăрах вĕçев пулнă. Вĕçев вăхăтĕнче физкультура упражненийĕсем сахал тунине пула çĕр çине анса ларсан организм кунти условисене хăнăхас тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăнă. Космонавтсем хăйсене япăх туйнă, утайман. Çакна медицина литературинче "Николаев эффекчĕ" ят панă. Вĕçев 17 талăк та 16 сехет те 58 минут та 55 çеккунт тăсăлнă. Космосра 2 хут пулса пĕтĕмпе 21 талăк та 15 сехет те 20 минут та 55 çеккунт вĕçнĕ.

1974 çулта А.Г.Николаева Космонавтсене хатĕрлекен центр пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне уйăрса лартнă, отставкăна кайичченех вăл çак должноçра тăрăшнă. РСФСР Аслă Канашĕн депутатне икĕ хут суйланнă. 1990 çултан тытăнса 1993 çулччен РСФСР халăх депутачĕ пулнă. Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ. Икĕ Ленин орденĕпе, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, медальсемпе наградăланă. К.Э.Циолковский ячĕллĕ ылтăн медале, "Космос" ылтăн медале, де Лаво медальне, Ю.А.Гагарин ячĕллĕ медале тивĕçнĕ. НРБ Социализмла Ĕç Геройĕ. ДРВ Ĕç Геройĕ. МНР Геройĕ. Георгий Димитров, Кирилл тата Мефодий /Болгари/, I степень бриллиантлă Ялав /Венгри/, Сухэ-Батор /Монголи/, II класс Çăлтăрĕн /Индонези/ орденĕсемпе, Нил Вăчăрипе /Египет/ наградăланă. Даниэль тата Флоренс Гуггенхеймсен ячĕллĕ премие тивĕçнĕ. Пĕтĕм тĕнчери астронавтика академийĕн хисеплĕ членĕ. СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ /1981 ç./. Калуга, Смоленск, Ржев, Махачкала, Нальчик, Каспийск /Раççей/, Караганда /Казахстан/, Дархан /Монголи/, София, Петрич, Стара-Загора, Варна, Плевен /Болгари/, Карлови-Вари /Чехи/, Буира /Алжир/ хулисен хисеплĕ гражданинĕ. Уйăх çинчи кратера Николаев ятне панă. "Встретимся на орбите" тата "Космос - дорога без конца" кĕнекесен авторĕ.

СССР летчик-космонавчĕн, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕн Андриян Григорьевич Николаевăн чĕри 2004 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче тапма чарăннă. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика