25 ноября 2017 г.
«Ĕç Раççейре» портал ĕç шыракана пулăшу пама йĕркеленĕ.
Унта вакансисен пĕтĕм Раççейри базине вырнаçтарнă, базăна халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем тата ĕç паракансем йĕркелесе пыраççĕ.
Асăннă порталта кирек хăш усĕмри гражданин, çавăн пекех халăхăн социаллă хутлĕхсĕр сийе валли те, вакансисем пур. Шыравăн ансат та меллĕ тытăме çынна хăйне килĕшекен ĕç вырăнне тĕрлĕ кăтартупа шыраса илме май парать: регионсем тăрăх, шалу виçине, ĕç опытне тĕпе хурса.
«Ĕç Раççейре» портала Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленсе кĕме пулать.
Источник: "Елчĕк Ен"