06 августа 2018 г.
Сĕнтĕрвăрри районĕн администраци çуртĕнче çурла уйăхĕн иккĕмĕшĕнче пенси законодательствин улшăнăвĕсене пăхса тухас тĕллевпе «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Мясников, ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ В. Григорьев тата Чăваш Республикин ĕçпе социаллă сыхлав министрĕн çумĕ Л. Арсентьева хутшăнчĕç.
Лариса Геннадьевна тĕп докладчик пулчĕ. «Проект пысăк шав çĕклерĕ, залра пухăннисене ăна ирттерме вăхăт çитнине тепĕр хут аса илтерес килет. Пенси законодательствине улăштарас шухăша Раççей Федерацийĕн Ĕç министерстви çĕкленĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев та çакăнпа килĕшнĕ.
Эпир тĕрлĕ йышши обществăлла организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр: пенсионерсен канашĕпе, ветерансен пĕрлешĕвĕпе тата ыт.те. Улшăнусем кĕртме пирĕн сăлтавсем çитеççĕ. Çакăн пирки ĕçе йышăнакансемпе ирттернĕ тĕлпулура та калаçнăччĕ.
Паян саккуна йышăнмасассăн ыран эпир пенсионерсемпе ĕçлекенсене ĕç укçисĕр. пенсисĕр тата социаллă тỹлевсемсĕр тăратса хăваратпăр. Манăн шухăшпа, çĕршыв Президенчĕ В. Путин тĕрĕс каларĕ, улшăнусене кăмăла кайманнине пăхмасăрах йышăнас пулать. Халлĕхе проекта пĕрремĕш вулавпа кăна пăхса тухнă. Ĕç малалла пынă хушăра саккуна якатас тĕллевпе улшăнусем кĕртме пулать.
Хальхи вăхăтра демографи кăтартăвĕсем улшăннă. Вăтамран çĕршыври арçынсем 67,5 çул пурăнаççĕ, хĕрарăмсем - 77,6 çул. Пирĕн республикăра вара çын вăтамран 72 çул пурăнать. Çак шухăша тепĕр хут палăртса хăварас килет, ку - питĕ лайăх кăтарту. Пенсионерсемпе ĕçлекенсен шучĕн танмарлăхĕ хăйĕн ĕçне турĕ. Пенси çулне юлашки хут пысăклатнă чухне (1964-мĕш çулта ) 3 пенсионера 8 ĕçлекен лекнĕ, паянхи куна 3 пенсионера 2,8 ĕçлекен çын лекет. Нимĕн те тумасассăн пенсионерсемпе ĕçлекенсен шучĕ танлашса каять. Ку вăл экономикăшăн питĕ сиенлĕ.
Патшалăхăн тĕп тĕллевĕ - пенсионерсен пурнăçне çăмăллатса, вĕсене çителĕклĕ пенси укçи тỹлеме пуçласси. Шутлавсем тĕрĕс пулсассăн, 2024-мĕш çул валли пенси укçи 20 пин тенкĕ ытларах пулмалла»,- пĕлтерчĕ докладчик.
Министерство ĕçченĕ хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ сăмах илчĕ. А.Мясников районти ĕç шыракансем мĕнле пурăннине сăнласа пачĕ. «Ĕçсĕрлĕх пособийĕпе çеç пурăнакансенчен хăшĕ-пĕрисем патшалăхран укçа кĕтсе лараççĕ пулас, ăна тỹлеме пăрахичченех ĕç шырама васкамаççĕ. Ваканси çук тени тĕрĕс мар, пирĕн администраци те, акă ,11 специалист таран йышăнма хатĕр. Пенси саккунне улăштарасси пирки акă мĕн калатăп. Эпĕ пурăнакан урамра 30 яхăн кил, вĕсенчен ытларахăшĕнче - пенсионерсемпе ĕç шыракансем . Кашни кун ĕçе çỹрекеннисен шучĕ вара 9 çын çинче чарăнать»,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.
Пенси фончĕн пайташĕ статистикăран пулăшу ыйтрĕ. Ирĕклĕ Çĕршывсен Пĕрлешĕвне кĕрекенсенчен Раççей пенси системине улăштарас ĕçе юлашки пуçăнать. Совет Союзĕн тытăмне кĕнĕ ытти çĕршывсенче çынсем тивĕçлĕ канăва тахçанах 60 çултан иртсессĕн тухаççĕ. Европăра та çавнашкал: венгрсемпе французсен - 62 çул, акăлчансемпе испансен - 65.
Нумай çĕршыв тахçанах çак çулпа утать. Пирĕн те вăхăт çитмен-ши?
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)