Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Мариинско-Посадском районе ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Бабич Канаш монохулара пулчĕ

15 августа 2017 г.

Çак эрнери ытларикун Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ĕçлĕ визитпа Канаш хулинче пулчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе çỹренипе вăл монохуласен шутне кĕртнĕ Канаш хулипе паллашрĕ. М.Игнатьев кунта çĕнĕ инвестици проекчĕсене (вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 8,4 млрд. тенкĕ) пурнăçа кĕртни пысăк технологиллĕ1,5 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май панине палăртрĕ. Унсăр пуçне Канаш хулине комплекслă аталантармалли программăна та çирĕплетнĕ. Çавна май хулари лару-тăру чылай лайăхланĕ, çывăхри территорисене тирпей-илем кĕртĕç. Кунта хăшпĕр проектсем пурнăçланнă та ĕнтĕ. Сăмахран, гемодиализ центрĕ туса лартнă, "Локомотив" стадиона çĕнетнĕ. Çулла социаллă пĕлтерĕшлĕ кирлĕ объект - гемодиализ центрĕн амбулатори уйрăмĕ ĕçлеме пуçланă. М.Бабич центр условийĕсемпе паллашрĕ, пациентсемпе тата медперсоналпа калаçрĕ. Ку центрта Канашри тата кỹршĕллĕ районсенчи пỹре чирĕпе аптăракансене пысăк пулăшу парса тăрĕç. Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче монохуласене куллен аталантарассипе çыхăннă ĕçсен презентацийĕ иртрĕ. Комплекслă планпа килĕшỹллĕн кăçал Культурăпа кану паркне тирпей-илем кĕртмелле, "12 уйăх" аллея хывмалла, совет влаçне çирĕплетессишĕн кĕрешсе пуç хунă 11 боеца халалланă палăка юсамалла тата ытти те. Михаил Бабич халăхăн пурнăçне лайăхлатассишĕн пурнăçламалли комплекслă плана пысăк хак пачĕ.

Н. СЕМЕНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика