Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сусăра сывви пулăштăр

23 августа 2017 г.

 

Сусăра сывви пулăштăр

ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев иртнĕ эрнере ĕçлĕ çÿревпе Елчĕк районĕнче пулчĕ, район администраци ертÿçипе Николай Миллинпа тĕл пулса калаçрĕ. Çавăн пекех вăл республикăри инвалидсене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе канашлу ирттерчĕ. Унта асăннă министерствăн тытăмлă уйрăмĕсен тата районсенчи Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçисем хутшăнчĕç.

Пĕрисем ĕçлесшĕн, теприсем — çук

Канашлăва уçнă май Сергей Петрович республикăра халăха ĕçпе тивĕçтересси еплерех пурнăçланнине тишкерчĕ. Çавăн пекех ĕç ÿсĕмĕнчи, анчах хальхи вăхăтра вăй хуман сусăр çынсене ĕçе вырнаçтарасси пирки сăмах хускатрĕ. Çак тĕллеве паянхи кун Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен туллин пурнăçламалла. «Ку тĕлĕшпе асăннă центрсем инвалидсемпе малтан та ĕçленĕ. Халĕ вĕсемпе тачă çыхăнса вăй хумалла: кашни çынпа тĕл пулса калаçмалла, паспорт йĕркелемел-ле. Кăмăл пуррисене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтермелле, професси илме пулăшмалла, психологи пулăшăвĕ памалла», — палăртрĕ министр.

Инвалидсене ĕçе вырнаçтарассипе ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ Виктор Ковалев паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра республикăра сусăр çынсен 22,3 проценчĕ ĕçе вырнаçнă, ĕç рынокĕнче 300 ытла ваканси пур. Вĕсене пĕтĕм Раççейри «Работа в России» ваканси базине вырнаçтарнă, унта пурте кĕме пултараççĕ.

Чăваш Енри организацисенче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелемелли çинчен калакан саккуна еплерех пурнăçлани чи пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрсенчен пĕри шутланать. «100 ытла çын тăрăшакан организаци-предприятисенче 2 процент инвалид пулмаллине квотăпа çирĕплетеççĕ, 35-рен пуçласа 100 çын таран пулсан — 1,5 процент, — палăртрĕ Виктор Михайлович. — Хальхи вăхăтра республикăри предприятисенче 2,3 пин ытла инвалид квота шучĕпе вăй хурать».

Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне республикăри 24 пин ытла инвалида /ĕç ÿсĕмĕнчисене/ ĕç вырăнĕпе паллаштаракан информаципе тивĕçтернĕ. Вĕсенчен 30 проценчĕ ĕçлеме килĕшменнине палăртнă, 15 проценчĕ медицина, социаллă тата ытти тĕрĕслев иртет, 11 проценчĕ регистрациленнĕ вырăнта пу-рăнмасть, 5 проценчĕ сывлăх япăххине пĕлтернĕ, 3 проценчĕ хушма хуçалăха аталантарать.

2017 çулта инвалидсене реабилитацилесси тата абилитацилесси пирки ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин халăха ĕçпе тивĕçтерекен уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Марков тата сектор ертÿçи Екатерина Кадерова каласа кăтартрĕç. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 1 млн та 236 пин çын пурăнать, инвалидсен шучĕ вара — 84,9 пин çын /вĕсен йышĕнче 4,5 пин сусăр ача/. Çакă пĕтĕм халăх шучĕн 7 проценчĕпе танлашать. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен сусăрсене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе хастартарах тăрăшмалла.

Елчксем пуçаруллă

Канашлăва хутшăннисем каярахпа Анатри Тимеш ялĕнчи Олег Гаврилов хресчен-фермер хуçалăхĕнче тата Елчĕкри «Спутник» пĕрлешÿре пулса курчĕç.

Олег Гаврилов фермер хуçалăхĕнче халĕ 4 ĕçчен вăй хурать, вĕсенчен пĕри — сусăр çын. Светлана Анисимова виççĕмĕш ушкăнри инвалид /илтес енĕпе/. «Вăл дояркăна пулăшать, ытти вак-тĕвек ĕçсене пурнăçлать. Унăн ĕçĕпе эпир кăмăллă, — терĕ Олег Петрович. — Çынна ăнланни, пулăшу кÿни лайăх». Светлана Николаевна районти Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вырнаçнă кунта. Асăннă хуçалăх çак центрпа 2014 çултанпа çыхăну тытать.

Валентина Петрова

Источник: "Хресчен сасси"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика