23 октября 2015 г.
Октябрĕн 19-мĕшĕнче республикипех волонтер-профориентаторсен "Санăн професси суйлавĕ" акци пуçланчĕ. Вăл паян вĕçленет. Ăна çамрăксене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшас, рабочи профессийĕсен тата инженер-техниксен специальноçĕн сумне ỹстерес тĕллевпе çулсерен йĕркелеççĕ. Чăн та, тĕнчере питĕ нумай професси. Вĕсенчен кашниех кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа шкул саккинчех вĕсемпе паллаштарни ачасене малашне профессисен анлă тĕнчинче тĕрĕс суйлав тума пулăшĕ. Акци вăхăтĕнче пирĕн районта та ĕçлесе пурăнакан тĕрлĕ професси çыннипе, тĕрлĕ отрасль ветеранĕсемпе тĕлпулусем иртрĕç, çавăн пекех хăш-пĕр предприятисенче экскурси те йĕркелерĕç. Акă район хаçачĕн редакцийĕ те асăннă акцирен аякра юлмарĕ. Октябрĕн 20-мĕшĕнче хаçат хатĕрлес, калăплас ĕç еплерех пулнипе интересленсе Питĕр-кассинчи вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренекен ачасем редакцине экскурсие килчĕç. Хĕрачасемпе арçыначасем хаçат кăларас ĕç кăткăс та интереслĕ пулнине пĕлчĕç, кунта ĕçлеме журналистсем кăна мар, корректорпа операторсем те кирлине ăнланчĕç. Çавăн пекех вĕсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене илме пултарчĕç. Ачасем малашне район хаçачĕпе туслă çыхăну тытма, тĕрлĕ сăвă-хайлав çырма шантарчĕç.
Н.ПЕТРОВА.
Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)