16 октября 2015 г.
Çитес эрнере, октябрĕн 19- 23-мĕшĕсенче, республикăра волонтер-профориентаторсен "Санăн професси суйлавĕ" акци иртет. Ăна çамрăксене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшас, рабочи профессийĕсен тата инженер-техниксен специальноçĕн сумне ỹстерес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Хальхи вăхăтра ĕçпе тивĕçтерекен районти центрта йĕркелỹ мероприятийĕсем пыраççĕ: райадминистрацин вĕренỹ, культура, ялхуçалăх тата строительство пайĕсен ĕçченĕсемпе канашлу ирттереççĕ. Кунсăр пуçне заявка пухас тата волонтер-профориентаторсен списокне хатĕрлес ĕç те пырать. Акци вăхăтĕнче районта ĕçлесе пурăнакан тĕрлĕ професси çыннипе, тĕрлĕ отрасль ветеранĕсемпе тĕлпулусем иртĕç, çавăн пекех хăш-пĕр предприятисенче экскурси те йĕркелĕç.
Н.ПЕТРОВА.
Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)