14 июля 2015 г.
Июлĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Канашлура Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикин 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулхи аталанăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен докладсем тунă.
Çак тапхăрта ялхуçалăх производствин, строительство калăпăшĕсем, халăхăн укçа-тенкĕ тупăшĕ ÿснине, пурăнмалли çурт-йĕр ытларах хута янине палăртнă.
Электро- тата оптика оборудованийĕ кăларакан организацисенче промышленноç производствин индексĕ - 11,1%, пир-авăр тата çĕвĕ производствинче - 7,6%, металл мар минераллă продуктсем енĕпе - 2,1%, резина тата пластмасса изделисем туса кăларассипе 1,7% ÿснĕ.
2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетне тупăшсем енĕпе 20777,3 млн тенкĕлĕх пурнăçланă, ку вăл 2014 çулхи çак тапхăр шайĕн 97,9%-пе танлашать, çав шутра налуксем тата налук мар тупăшсем енĕпе ÿсĕм - 1%.
2015 çулхи январь уйăхĕнчипе танлаштарсан ĕç укçи енĕпе парăм 2 хута яхăн чакнă /22,5 млн тенкĕрен пуçласа 12,4-не çити/. Михаил Игнатьев ĕç укçине вăхăтра памаллине пусарсах каланă, мĕншĕн тесен çакă социаллă çивĕчлĕх патне илсе пырать.
Агропромышленноç комплексĕн 2015 çулхи пĕрремĕш çурринчи ĕçĕн малтанлăха хатĕрленĕ пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов паллаштарнă. Республикăри агрокомплекс аталанăвĕн кăтартăвĕсем производство ÿснине çирĕплетеççĕ. Малтанлăха хакланă тăрăх, çулталăкăн пĕрремĕш çурринче мĕнпур категорири хуçалăхсенче продукци туса илнин калăпăшĕн индексĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 103% яхăн пулнă.
Мĕнпур ресурспа усă курса, ĕçе тĕрĕс йĕркелесе уй-хирти çурхи ĕçсене вăхăтра ирттернĕ, çавна май акнă-лартнă пĕтĕмĕшле лаптăка 573,7 пин гектара çитернĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен 2,7% ытларах.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пысăк тата вăтам предприятисен апат-çимĕç продукчĕсен производствин индексĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 106,9% пулнă.
Чăваш Ен сĕт ытларах туса илекен, выльăх /ĕне, сысна, сурăх, чăх-чĕп/ шучĕ ÿсекен 8 регион йышне кĕнĕ. Регион ертÿçи палăртнă тăрăх - паян çĕршыва 9 млн тонна сĕт çитмест. Сĕт туса илес отрасле аталантарасси - пысăк пĕлтерĕшлĕ, малашлăхлă çул-йĕр. Хальлĕхе сĕте сутăн илекенсемпе тавар туса кăларакансен хушшинче тĕрĕс хутшăнусем йĕркелемен-ха.
"Паха, çуллă сĕт хаклăрах пулмалла. Халĕ рынокра сĕте сутăн илекенсенчен ытларахăшĕ хаксене палăртнă май çак кăтартăва çав-çавах шута илмест. Çавăн пекех вĕсем сĕте ялхуçалăх ĕçченĕсемшĕн юрăхлă условисенче сутăн илме кăмăллисене рынок çывăхне ямаççĕ. Çакнашкал лару-тăруран тухмалла. Унсăрăн ĕне тытни усă кÿме пăрахĕ, ăна аш-какая яма пуçлĕç, - тенĕ Михаил Игнатьев. Çавăн пекех вăл продукцие тÿрĕ схемăсемпе - ялхуçалăхĕнче тавар туса кăларакансем тавар туянакансене тÿрех - сутмашкăн условисем йĕркелемеллине каланă. Михаил Васильевич çакă хула влаçĕсен тĕллевĕ пулмалла тесе палăртнă: "Канмалли кун ярмăрккисене йĕркелемелле, унта продукцие посредниксемсĕр, йÿнĕрех туянмалла пултăр. Çакă ял ĕçченĕсемшĕн те, тавар туянакансемшĕн те меллĕ".
А.КУЗНЕЦОВА
Источник: "Хыпар"