Отдел ЦЗН Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бюджет укçине тĕллевлĕ тăкакламалла

31 марта 2015 г.

Михаил Игнатьев мартăн 26-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай ялĕнче пулчĕ. Район тата ял депутачĕсен Пухăвĕсен депутачĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Райадминистраци залĕнче пĕр ушкăна «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 70 çул тултарни» юбилей медалĕ, пурăнмалли вырăна лайăхлатма патшалăхран укçа илмелли свидетельство, Раççей тата республика ветеранĕн удостоверенийĕсем пачĕ.

Канашлура 2015-2017 çулсенче район экономикине ÿсĕмлĕн аталантарассине, социаллă пурнăçа лайăхлатассине тишкерчĕç. ЧР Пуçлăхĕ республикăра çĕршыв экономикине ура хуракан кризис сулăнчăкне лекес мар тесе пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕ. Район тата ял тăрăхĕсен хыснине пуянлатмалли çул-йĕре халех уçăмлатма ыйтрĕ.

«Мĕнпур шайри депутатсен бюджета кĕмĕл мĕн чухлĕ кĕнине, унпа еплерех усă курнине тĕплĕн тĕрĕслемелле, - терĕ М.Игнатьев. - Хыснари нухрата тухăçсăр тăкакланă тĕслĕхсем пур».

Кризиса пула кăçал бюджетра укçа пĕлтĕрхинчен сахалрах пухассине шута илсе РФ Правительстви регионсене хушма субвенципе субсиди пама йышăннă. Республика социаллă ыйтусене татса пама 3,2 млрд тенкĕлĕх бюджет кредичĕ илĕ. Унăн çулталăкран тавăрса памалли ставки 0,1% çеç.

Канашлăвăн кун йĕркинчи ыйтупа Светлана Енилина вице-премьер доклад турĕ. Пĕлтĕр ЧР хыснинчен района 194 млн тенкĕ парса пулăшнă. Хăйсен тупăшĕ район бюджетне январь-февраль уйăхĕсенче иртнĕ çулхи икĕ уйăхринчен 7,6% сахалрах кĕнĕ. Ку налук çителĕксĕр пуçтарнине пĕлтерет. Ăна вăхăтра куçарман тĕслĕх чылай. Çĕрпе, харпăрлăхри пурлăхпа усă курнăшăн 929 пин тенкĕлĕх парăм пуçтарăннă. Ытти енĕпе те вăл самаях.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров район экономикине ÿсĕмлĕн аталантарас тĕлĕшпе кăçал пурнăçламалли тĕллевпе паллаштарчĕ. Малалла кайма чăрмантаракан йывăрлăхсене те асăнчĕ. Сăмахран, районта налук 2015 çулта 2,5 млн тенкĕ сахалрах пухăнассине пĕлсе тăраççĕ. «Налук куçарман çынсен парăмне пĕтерттерес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлетпĕр, - терĕ район пуçлăхĕ. - Хусанушкăнь, Акчикасси, Питĕркасси ял тăрăхĕсенче ялхуçалăх предприятийĕ çук. Çавна пула вырăнти хыснана налук кĕмест».

М.Игнатьев асăннă администрацисен пуçлăхĕсене итлерĕ. Любовь Кузнецова каланă тăрăх - икĕ хуçалăх пĕтнĕ, виççĕмĕш - «Аккозинское» ЯХПК - йывăрлăхсене çĕнтерсе пырать. Ял администрацийĕнче виççĕн тăрăшаççĕ, вĕсене çавăн чухлĕ депутат пулăшать. Кăçал икĕ ФАП хута ямалла.

Игорь Герасимов ял-йыша ĕçмелли шывпа тивĕçтерес тĕллевпе 6,7 çухрăма пăрăх тăсса пысăк ыйтăва татса панине, анчах çав объект проектне хатĕрлеме вырăнти хыснара укçа тупайманнине пĕлтерчĕ, ял урамĕнче çул тумашкăн ЧР бюджетĕнчен укçа уйăрма ыйтрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ районта демографи лару-тăрăвĕ начаррине - вилекен нумаййине, çуралакан сахаллине - палăртрĕ. Сăлтавне район больницин тĕп врачĕнчен Иван Игнатьевран ыйтса пĕлчĕ. Юлашки çулсенче ача çуратас текен хĕрарăм сахал. Çав вăхăтрах чĕрепе юн тымарĕн чирĕсене, пĕрисем хăйсем çине алă хунине, ытти сăлтава пула вăхăтсăр вилеççĕ. Апла пулин те сывă пурнăç йĕрки вăраххăн çирĕпленет. Районта çав-çавах «фанфурик» сутаççĕ. Унта тултаракан спирт хутăшне 3 çула яхăн ĕçекен çын сывлăхне пĕтерет. Ăна уйрăм предпринимательсем ярăнтараççĕ. «Республикăри пĕр райпо аптекинче те сутмастпăр, - пĕлтерчĕ Чăвашпотребсоюз председателĕ, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов. - «Фанфуриксем» çивĕч ыйтусен «хÿри» кăна. Республика бюджетне сăтăр кÿрекенни - çур литр шурă эрехе 80-100 тенкĕлле вăрттăн сутни. Унăн пахалăхĕ мĕнлереххине никам та пĕлмест. Апла пулин те пурте туянаççĕ».

Ял урамĕсене хытă сийлĕ çул хывас ыйтăва темиçе те пачĕç. «Кăçал Питĕркасси, Утаркасси, Пантьăк, Пĕчĕк Этмен, Хирлукасси, Хĕрлĕ Чутай, Шукакасси ялĕсенче çул тăвăпăр, - хуравларĕ М.Игнатьев. - Хĕрлĕ Чутайри урамсемпе картишсене тĕпрен юсама ЧР хыснинчен 10 млн тенкĕ уйăрăпăр».

Хусанушкăнь ял тăрăхĕн депутачĕ Иван Никифоров килти хуçалăхсенчен пухакан сĕт хакне пĕлтĕрхи январь-март уйăхĕсенчипе танлаштарсан темиçе тенкĕ йÿнетнĕшĕн Тихăнушкăнь ялĕнчи ĕне усракансем тарăхнине пĕлтерчĕ: «Иртнĕ çулхи асăннă тапхăрта çынсем сĕтĕн кашни литрне 20 тенкĕлле сутнă. Кăçал - 18 тенкĕлле çеç. Хак 16 тенкĕ таран чакрĕ. Ăна пĕр шайра тытса тăма ыйтатăп».

Çавăн пекех ветеран яла автобус çÿретменшĕн кăмăлсăр. «Пассажирсене илсе çÿрекен транспорт маршрутне тавăрас тесен кĕпере юсамалла, çыран хысакне сĕвеклетмелле, кĕпер урлă иртекен çула хытармалла. Ку ĕçе пурнăçлама республика хыснинчен укçа уйăрасса шанатпăр», - хурав пачĕ райадминистраци пуçлăхĕ.

Сĕт хакĕ пирки районти чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци ертÿçине Лев Гущина итлерĕç. «Февралĕн 26-мĕшĕнче хушу кăларса ял тăрăхĕсенчи килти хуçалăхсенчен пухакан сĕт пахалăхĕпе хакне тĕрĕслеме яваплă çынсене çирĕплетнĕ, - терĕ вăл. - Вĕсем продукцирен тĕслĕх илеççĕ. Мартăн 25-мĕшĕччен ăна 826 хутчен тĕпченĕ. Ялхуçалăх министерствипе Патшалăх ветеринари служби района сĕт паракансемпе туянакансен хушшинче çирĕплетме пăхнă килĕшÿ проектне çитерчĕç. Ăна сĕт пуçтаракансене патăмăр. Апрелĕн пĕрремĕш вунăкунлăхĕнчен пуçласа продукцишĕн пахалăха кура укçа тÿлеме пуçлассине йĕркелеме тĕллев лартрăмăр».

ЧР Пуçлăхĕ ял çыннисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе хăвăртлатма ыйтрĕ. Район больницин инфекци пайне юсама республика хыснинчен кĕмĕл уйăрас ыйтăва тĕпчеме хушрĕ. Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов ăна шкула тĕпрен юсама, ФАП тума, Саратов облаçĕнчи çар чаçĕнчен пушар сÿнтерекен депо валли «ЗИЛ» автомашинăсем илсе килме пулăшнăшăн тав турĕ.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика