21 января 2015 г.
Паян, январĕн 21-мĕшĕнче, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне тата чăваш халăхĕ патне çулленех яракан Çырупа тухать. Асăннă ĕç хутĕнче патшалăх политикин тĕп çул-йĕрне палăртнă, çавăн пекех Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн программисене пурнăçланин пĕтĕмлетĕвĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх тата ĕç тăвакан власть органĕсем умне лартнă тĕллевсем пулĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çулленех яракан Çырура республика аталанăвĕн малашнехи çул-йĕрне палăртать. Тĕрлĕ ведомствăсем унта палăртнă ĕçсене туллин пурнăçласа ĕçлесе пыраççĕ.
ЧР Информаци политикин министерстви
Асăннă министерство 2012-2014 çулсенче панă хушусене пĕтĕмпех пурнăçланă. Массăллă информаци хатĕрĕсем документăн тĕп положенийĕ-сене çутатса икĕ пин ытла материал пичетленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2012 çулхи Çырăвĕнче цифрăллă телевидение аталантарасси пирки те каланă. 2014 çул вĕçĕнче тĕрĕслесе пăхмалла цифрăллă телевидение Шупашкар, Канаш хулисемпе Тăвай районĕнче янă. Çакă 500 пин куракана пысăк пахалăхлă телекуравпа тивĕçтерет. 2014 çулта янă Çырура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕсен тỹрĕ трансляцине йĕркелеме тĕллев лартнă. Çак хушăва пурнăçа кĕртсе 2014 çулхи январьтех республика правительствин ларăвĕсене пĕтĕм халăх курма пултарать. Чăваш Енĕн пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕн порталне малалла аталантарассипе те ĕçленĕ, ытти ĕçсене те пурнăçланă.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви
Чăваш Ен Пуçлăхĕн юлашки тăватă çулхи Çырăвĕсенче халăха медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Республикăра пурăнакансен пурнăç шайне аванлатмалли политика медицинăпа демографи лару-тăрăвне упраса хăварма пулăшрĕ. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ пирĕн тăрăхра халăх йышĕ хăй тĕллĕн ỹсет, çынсен пурнăç тăршшĕ 70,79 çула çитрĕ (2010 çулпа танлаштарсан 2,25 çул ытларах). Çуралакансен шучĕ вилнисенчен 6,4 процент ытларах пулнă. Пĕчĕк ачасен, мăн çынсен пĕтĕмĕшле вилеслĕхĕ чакнă, çав шутра юн çаврăнăшĕн чирĕсемпе, усал шыçăсемпе, туберкулезпа чирлесе вилесси. Республикăра физкультурăпа спорт кашни çын пурнăçĕн уйрăлми пайĕ пулса тăтăр тесе хăтлă условисем йĕркелеççĕ. Сывлăх сыхлавĕн министерстви "Тухтăрпа - уçăлса çỹреме" акцие кашни уйăхрах ирттерет. 2013 çулта республикăра массăллă диспансеризаци пуçланчĕ, вăл чирсене пуçламăш тапхăрта тупса палăртма, сиплеме май парать. Кашни районтах физкультурăпа спорт комплексĕсем ĕçлеççĕ, вĕсенче сывлăха çирĕ-плетме условисем пур.
ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви
2011-2014 çулсенче янă Çырусенче республика Пуçлăхĕ çĕр ыйтăвĕсене те тимлĕхсĕр хăварман, çĕр ресурсĕсемпе тухăçлă усă курмалли çинчен каланă. Республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртесси пурнăçланса пырать, 195,7 пин гектар çинчи çĕр пайĕсене регистрациленĕ. Строительство валли уйăрнă çĕр лаптăкĕсемпе мĕнле усă курнине те тĕрĕслесех тăраççĕ. Тĕллевсĕр усă курнă çĕр лаптăкĕсем пирки суд ĕçĕсем пуçарнă, каялла тавăрнă лаптăксене нумай ачаллă çемьесене тата ял хуçалăх производстви валли уйăрнă. Республикăн тата муниципалитетсен харпăрлăхĕ шутланакан çĕр лаптăкĕсене Пĕрлехи информаци ресурсне кĕртеççĕ. Паянхи куна унта кил-çурт тума тата инвестици проекчĕсем пурнăçлама юрăхлă 205 çĕр лаптăкĕ çинчен калакан сведенисем пур. Усă курман, хуçисем тупăнман çĕр лаптăкĕ-сене (республикăра вĕсем 235,1 пин гектар) регистрацилесси те пурнăçланать, хальлĕхе вĕсен 38 процентне шута илнĕ. Усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртни бюджетăн тупăш пайне ỹстерме пулăшать.
ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви
Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕнче палăртнă ĕçсене пурнăçласа çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе Çĕнĕ Шупашкар хулинче йăлари хытă каяшсен полигонне тăвас ĕçе пуçăннă, Çĕрпỹре юхан шыв çине ейỹрен хỹтĕлекен сооруженисем вырнаçтарнă, Шупашкар районĕнче çỹп-çап тăкмалли вырăна йĕркене кĕртсе çĕре çĕнетмелли ĕçе пуçăнма проектпа-смета документацине хатĕрленĕ. Тавралăха упрас тĕлĕшпе виçĕ çул хушшинче санкцилемен 3652 çỹп-çап вырăнне пĕтернĕ. Тăван тавралăха хỹтĕлес тата экологи культурине ỹстерес тĕлĕшпе çут çанталăка сыхлама, упрама пулăшакан мероприятисемпе акцисем ирттернĕ.
ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвĕнче палăртнине пурнăçласа ĕçпе тивĕçтерекенсем ĕçсĕррисен шутне чакарассипе чылай ĕç туса ирттернĕ. Шута илнĕ ĕçсĕррисен хисепĕпе республика Атăлçи федераци округĕнче 2012 çултанпа виççĕмĕш вырăнта пырать. Ĕçсĕррисене хушма професси пĕлĕвĕ парасси те аван пурнăçланать _ çулсерен 3,3 пин çын вĕренет. Раççей Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕнчи указĕсене пурнăçласа инвалидсене тата ачаллă амăшĕсене ĕçпе тивĕçтереççĕ.
Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)