30 декабря 2014 г.
Шупашкарти ĕçпе тивĕçтерекен центрта уяв хĕвĕшĕвне туймарăмăр. Хăйсен пархатарлă ĕçне кулленхи йĕркепе пурнăçлать туслă та пултаруллă йыш.
- Асăрхарăр пулĕ, декабрь вĕçнелле пулăшу ыйтма килекен çын шучĕ кăштах чакрĕ, - тет центр пуçлăхĕн çумĕ Владимир Иванов. - Анчах ку уявпа çеç çыхăнман. Нумайăшне ĕç тупса патăмăр, халĕ ирсерен çĕнĕ вырăна васкаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 17 пин ытла çынна йышăннă. Учетра тăракансем январьте 2253 çынччĕ, халĕ - 2175. Ĕçлеме пултаракан халăх йышĕнче ĕçсĕррисен шайне 0,73 процентран 0,72 çити чакарма май килчĕ. Атăлçи округĕнчи чи лайăх кăтартусенчен пĕри ку. Килекенсен суйласа илмелĕх те пур: 7-10 пин ĕç вырăнĕ сĕнеççĕ-çке. Паллах, çĕнĕ вырăнта тÿрех пысăк шалу шантармаççĕ, çапах çемье бюджечĕшĕн çав укçа та пĕлтерĕшлĕ.
Кăçал ĕçлев центрĕ вакансисен 20 ярмăрккине ирттернĕ. Предприятисен кадр службине ертсе пыракансем хăйсем çынпа курса калаçни паха. Пысăк квалификациллĕ специалистсене сăмахсăр-мĕнсĕр вырнаçтараççĕ.
Сусăррисене ĕçе илмелли патшалăх программи те пурнăçланать. Паян 100 çынран ытларах коллективсенче 1001 сусăр ĕçленине палăртрĕç. Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе 35-100 çын ĕçлекен пĕчĕк предприятисене те çак проекта явăçтараççĕ. 17 çын валли ятарлă ĕç вырăнĕ тума патшалăх пысăк укçа уйăрнă. Çĕвĕç, диспетчер, контролер, территорие тирпей кĕртекен пулса ĕçлеççĕ вĕсем. Çапла майпа центра килнĕ инвалидсен 60,4% ĕçпе тивĕçтернĕ. Программăна хастар хутшăннă предприятисен шутĕнче - «Триумф», «Промконсалтинг», «Работница-М», «Автодизель», «Смак-Гурмэ» юлташлăхсем, «Текстильмаш» акционер обществи, «Энергия» предприяти.
Украинăран куçса килнисене пулăшасси - пирĕн сăваплă тивĕç. Вĕсен хуйхине çывăха илсе май килнĕ таран пулăшрĕç: 275 çын паян экономист, вĕрентекен, сутуçă, пахча çимĕç ăсти, водитель пулса ĕçлет. Чылайăшĕн пурăнма вырăн пур.
Ĕçсĕррисене урăх профессие вĕрентесси кал-кал пулса пырать. Ача çуратнă хыççăн ĕç мелне улăштарма шутланă 75 амăшне килĕшÿллĕ ĕç тупса панă, пурĕ 108 хĕрарăм çĕнĕ специальноçа алла илнĕ.
- Эпир грузчик е çÿп-çап шăлакан ĕç вырăнĕ кăна сĕнетпĕр тени пачах тĕрĕс мар, - каласа парать малалла Владимир Васильевич. - Лайăх тÿлекен предприятисем пур хулара, анчах специальноçа вĕреннисене çеç илеççĕ. 301 çын ятарлă курссене çÿреме ÿркенмерĕ, халĕ вĕсен шалăвĕ те пысăкрах.
Çуллахи каникулти çул çитмен ачасене ĕç тупса парассине те центр тĕп тивĕç вырăнне хурать. Кăçал 14-18 çулти 4 пине яхăн хула ачи урамсене тирпейлеме, йывăç-тĕм лартма хутшăннă, ытти хура ĕçрен ютшăнман. Чылайăшĕшĕн пĕрремĕш ĕç укçи илни, халăхшăн ырă ĕç туни нумайлăха асра юлĕ.
- Эпĕ кунта килни часах 15 çул çитет, - терĕ регистраци пайĕн пуçлăхĕ Лариса Иванова. - Ытти хĕрсем те биржа уçăлнăранпах тăрăшаççĕ. Учета тăракансемпе вĕсем яланах кăмăллă, кашнинпе уйрăммăн калаçаççĕ. Çын пурнăçĕнче темле кăткăс самант та сиксе тухать: пĕри пуçлăха юрайман, теприн штатне чакарнă, виççĕмĕшĕ лăпкăрах вырăн шыраса хăшкăлнă. Итлесе ларатăн та ун шăпине çăмăллатмалли çул-йĕр шыратăн. Килĕшÿллĕ ĕç вырăнĕ сĕнекенсем - урăх пайри специалистсем. Хăш предприятире кама хапăл тунине компьютера кĕмесĕрех каласа парĕç. Институтра эпĕ ют чĕлхе тата психологи специальноçĕсене вĕреннĕ. Çын чун-чĕри патне çул тупмалли мелсене аван чухлатăп.
Григорий СЛАВИН
Источник: "Хыпар"